Список публикаций по ключевому слову: «didactic features»
-
Иван Яковлев калавĕсенчи вĕрентӳпе илемлĕх уйрăмлăхĕсем
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Ядранская Инесса Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра И.Я. Яковлев патриархăн чăваш литературинчи пултарулăхне тишкернĕ. Унăн хайлавĕсенче вĕрентӳпе илемлĕх мелĕсем çураçуллă пĕрлешсе тăнине палăртнă. Чăваш литература историйĕн аталанăвĕнче И.Я. Яковлев чăваш ача-пăча литературине никĕслекенсенчен пĕри пулса тăнă. Унăн калавĕсем асра юлакан сăнарлăхпа тата чĕлхе ансатлăхĕпе палăраççĕ. Хайлав сăнарĕсем (çынсем, чĕрчунсем, йывăç-курăксем) вĕсем – пĕчĕк вулакансене ăнланма çăмăл та çывăх персонажсем. Тĕпчевĕн паянхи кун пĕлтерĕшĕ И.Я. Яковлев хайлавĕсемпе кĕçĕн çулхи ачасене (шкул çулне çитмен е кĕçĕн класс ачисене) кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарас ĕçре анлă усă курма пулнипе çыхăннă. Тĕпчевĕн тĕп тĕллевĕ – çыравçăн калавĕсене тишкернĕ чухне чăваш халăх тĕнче курăмне, хайлаври вĕрентӳ тата илемлĕх уйрăмлăхĕсене пĕр рете лартса тĕпчемеллине кăтартасси. Çакнашкал тишкерӳ хайлавсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма пулăшать. Тĕпчев материалĕ статьяра Иван Яковлевăн кĕске калавĕсем тата чăваш литература тĕпчевçисен ĕçĕсем пулса тăнă. Тĕпчев юхăмĕ çакнашкал пĕтĕмлетӳ патне илсе çитерчĕ: Яковлев калавĕсенче халăх сăмахлăхĕ малти вырăна тухать, пĕтĕм чăваш ача-пăча литературин пĕрремĕш утăмĕ тата никĕсĕ пулса тăрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- Иван Яковлев, чăваш литератури, ача-пăча литератури, калав, вĕрентӳ уйрăмлăхĕ, илемлĕх мелĕ