Список публикаций по ключевому слову: «results of the admission company»
-
Абитуриентсене вӑтам професси пӗлӗвӗ илме хистесси ҫинчен (ҫӗпӗр патшалăх индустри университечĕ ҫумӗнчи колледж ӗҫӗ-хӗлне тӗпе хурса)
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Шуберт Анна Владиславовна, Баклушина Ирина Викторовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Шкултан вӗренсе тухакансен йышĕнче вӑтам професси пӗлӗвӗ илес текенсен шучĕ самаях ӳсни тата аслӑ пӗлӳпе кăсăкланакансен йышĕ чакни палӑрма пуҫларӗ. Ҫак статьяра шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн професси пӗлӗвӗ илмелли вариантсене тишкернӗ, вӑтам професси пӗлӗвӗ илессипе нумай çамрăк кӑсӑкланнине ӑнлантаракан гипотезӑсем сĕннӗ, уйрӑммӑн илсен абитуриентсемпе ашшӗ-амӑшӗ мĕншĕн пӗрлĕхлĕ патшалӑх экзаменӗнчен хӑранине тишкернӗ, ҫавӑн пекех унран «пӑрӑнса юлас» туртӑма тӗпченӗ. Статьяра вĕçĕмсĕр вӗренӳ системипе ытларах интересленнине пӗтӗмӗшле тата уйрăммăн, Новокузнецк хулинче, мĕнлерех пулнине ăнлантарнă. Асӑннӑ гипотезӑсене ҫирӗплетме Ҫӗпӗр патшалӑх индустри университечӗн Университет колледжӗн пӗрремӗш курсӗнчи 167 студент хутшăннипе тӗпчев ирттернӗ. Студентсенчен 9 класс хыҫҫӑн Университет колледжне вӗренме кӗме хистекен, ҫавӑн пекех конкретлӑ Ҫӗпӗрти патшалӑх индустри университечӗн Университет колледжне вӗренме кӗме хĕтĕртекен сăлтавсем ҫинчен ыйтса пĕлнĕ. Результатсене тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн аслӑ классенче вӗренекен ачасем вӑтам професси пӗлӗвĕ илес тӗллевпе шкулта вӗренме пӑрахнин тӗп сӑлтавне палӑртнӑ. Статьяра Ҫӗпӗрти патшалӑх индустри университетӗнче вӑтам пӗлӳ илес текенсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пынине, апла пулсан специальноҫсемпе вӗренӳ вырӑнĕсен шутне ÿстермеллине палăртса хăварнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- професси пӗлӗвӗ, вӗҫӗмсӗр пӗлӳ, вӗренӳ маршручӗ, йышăну компанийĕн результачӗсем, пӗрремӗш курсра вӗренекенсене анкетӑлани