Список публикаций по ключевому слову: «мероприятисене ирттерни»
-
Студентсен наци хутшăнăвĕсене йĕркеленин опычĕ
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Добрынина Наталья Николаевна, Барашкова Ольга Германовна
- Рубрика:
- Практика
- Аннотаци:
- Статьяра ‒ вĕренекен çамрăк çын йышĕнче наци хутшăнăвĕсен культурине епле йĕркеленин ырă опытне уçса панă. Тĕпчевĕн материалĕ тата меслечĕ студентсен пурнăçне наци туслăхĕн йăлапа пыракан нумай нациллĕ культурине тăвас тата нацисем хушшинче туслăх майлас тĕллевпе ĕçленинчен илнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Кунсăр пуçне нацисемпе йăх-ăру пирки студентсен ăс-тăнĕ епле аталаннине кăтартакан талккăша шута илнĕ. Тĕпчев результачĕсем тата вĕсене сÿтсе явни: вырăс чĕлхине хÿтĕлесе сыхлама май парассине мала лартнă мероприятисене уйăрса илнĕ. Вĕсен шутĕнче вырăс писателĕсемпе поэчĕсене халалланă лтература каçĕсене епле йĕркелесе ирттернине сăнанă. Статьяра авторсем волонтерсен ушкăнне епле йĕркеленин тĕслĕхне илсе кăтартнă. Вĕренекенсем Кострома хулинче ыр кăмăллăх акцийĕсене хастарлансах хутшăнаççĕ (социаллăх хÿтĕлевĕ çук çынсем валли сувенир парнесем хатĕрлеççĕ, парикмахер ĕçĕпе пулăшаççĕ, концертсем кăтартаççĕ). Тĕпчев çине таянса çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать: вĕренÿ организацийĕнче çамрăк çынсем ваттисене хисеплеме, наци тата тĕн енчен урăхла çынсене çывăха хума, пурнăçра хастарлă пулма, пулăшу пама, ытти çынсемпе хутшăну майласа яма пулăшкан проектсемпе мероприятисем пулса иртеççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- культура, студент тавралăхĕ (хутлăхĕ), нацисем хушшинче аталанакан çыхăнăвăн килĕшÿлĕхĕ, мероприятисене ирттерни, наци йăли-йĕрки