Список публикаций по ключевому слову: «ӳстерни»
-
Сăлтавласа вĕрентни (мотиваци) – вӗренӳ процесӗн тухӑҫлӑхне ӳстермелли меслет (кăркăс чӗлхи тӗслӗхӗ тăрăх)
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Курманбаева Гулнара Абдылдаевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Вӗренӳре мотивацие ӳстерес ыйту кирек мӗнле предметра та вырăнлă. Сăлтавласа вĕрентни – кирек мӗнле вӗренӳ ӗҫӗн тухӑҫлӑхне те ӳстермелли мел, çакна кăркăс чӗлхине вӗреннĕ чухне те асăрхама пулать. Ҫак ӗҫре кăркăс чӗлхине вӗреннӗ чухне мотивацие ӳстермелли тӗрлӗ майсене, мелсене тата меслетсене пӑхса тухнӑ. Палӑртнӑ темӑпа çыхăннă литературӑна тишкерни тӗпчев меслечӗ пулса тӑчӗ. Студентсен тӗллевӗсене тата вĕсем мӗнпе кăсăкланнине шута илсе, вӗсене харпăр тĕнче куравĕн элеменчĕ вырӑнне хурса, преподавательсем мотиваци ҫине кĕретсĕррĕн витӗм кӳме, кирлӗ условисем туса пама пултарнине ӑнланмалла. Апла пулсан пирĕн статья ҫак çирĕплетĕве шута илсе чӗлхене алла илекен ҫынсене, вӗренӳ тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе, кăркăс чӗлхине вӗренмелли сӑлтавсене хӑйсем тӗллӗнех ӳстерме пултаракан майсене палӑртма пулăшать. Ҫакна тума хӑйсен тӗллевӗсене хӑйсем тӗллӗнех тӗрӗс йӗркелеме май паракан тӗп правилӑсене илсе патăмăр. Тӗрӗс йӗркеленӗ тӗллев сăлтавлăха, мотивацие малалла аталантармалли, ҫавӑн пекех кирек мӗнле ӗҫе те алла илмелли никӗс пулса тăрать. Тӗпчеве тӗпе хурса вӗренӳ процесӗ вӑхӑтӗнче кӑмӑлпа хастарлӑх вырăнлăхĕ ҫинчен пĕтĕмлетÿ тума пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- сăлтавлăх, мотиваци, ӳстерни, вӗренӳ ӗҫӗ, вӗренӳ, процесс вӗрентӳ