Список публикаций по ключевому слову: «digital transformation of education»
-
Роль фиджитал-технологий в повышении учебной мотивации студентов нового поколения
Статья в сборнике трудов конференции
Цифровизация в системе образования: передовой опыт и практика внедрения- Автор:
- Миронов Леонид Валерьевич, Тимошенко Екатерина Валерьевна, Ишкова Екатерина Валерьевна
- Рубрика:
- Цифровые тренды и повышение качества профессионального образования
- Аннотаци:
- В статье авторы рассматривают современные фиджитал-технологии для повышения мотивации к обучению. Исследуется роль фиджитал-технологий (синтез физической и цифровой реальности) в модернизации образовательных систем. На основе анализа кейсов российских образовательных платформ, вузов и технологических инициатив демонстрируется, как интеграция AR/VR, геймификации и гибридных форматов обучения способствует повышению мотивации студентов, развитию цифровых компетенций и созданию инновационной образовательной экосистемы. Особое внимание уделяется перспективам применения фиджитала в преодолении вызовов цифровой эпохи, включая кадровый дефицит и необходимость адаптации педагогических подходов к потребностям поколения Z.
- Тӗп сӑмахсем:
-
Аслă шкулăн психолог студенчĕсем вĕренӳ цифрăланса улшăннине хăнăхнин кăтартăвĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 2- Автор:
- Усольцева Виктория Владимировна, Шитова Полина Сергеевна
- Рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Хальхи технологисем психолог педагог ĕçĕн мĕн пур енне кĕреççĕ. Паян психолог студентсен цифрăллă вĕренӳ талккăшĕнче ĕçлеме, тĕрлĕ онлайн инструментсемпе усă курма хатĕр пулмалла тата вĕрентĕвĕн çĕнĕ форматне хăнăхма пултармалла. Психолог студентсем цифра технологийĕпе усă куракан вĕренĕве епле хăнăхнине тĕпчени паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хальхи тĕнчере цифра технологийĕсем пурнăçăн мĕн пур енче, вăл шутра вĕренӳре те, пысăкран та пысăк вырăн йышăнаççĕ. Цифра технологийĕсем психологшăн вĕрнĕвĕн мĕн пур тапхăрĕнче шанчăклă пулăшуçă пулса тăраççĕ. Педагогика университечĕн психолог студенчĕсем улшăну условийĕсене тата вĕренӳ цифрăланса пынине епле хăнăхнине тĕпчеме – ыйтăм тата анкетăлав меслечĕсемпе усă курнă. Ĕçре çыннăн пĕтĕмĕшле хăнăхăвĕн тăватă кăтартăвне тĕпченин результатне илсе панă: нервăпа психика тăнăçлăхне, хутшăну уйрăмлăхне, мораль çирĕплĕхне, хăнăху пултарулăхне. Вĕренӳ цифра енне куçнине студент епле хăнăхнин тăватă кăтартăвне палăртнă: кăсăклану, цифра инструменчĕсемпе усă курма хатĕрри, цифра инструменчĕсене пĕлни тата вĕсемпе усă курма пултарни, цифра инструменчĕсемпе усă курма хăнăхнă чухнехи çăмăллăх. Илнĕ результатсем çине таянса тĕпчевçĕсем психологи факультечĕн тĕрлĕ курсĕнче пĕлӳ илекен психолог студентсем вĕреннĕ вăхăтра цифра улшăнăвне епле хăнăхнине илсе панă.
- Тӗп сӑмахсем:
- хăнăху (адаптаци), хăнăху кăтартăвĕсем, психолог студент, цифрăлани, вĕренӳ цифрăланса улшăнни, цифра инструменчĕсем, нервăпа психика тăнăçлăхĕ, хутшăну уйрăмлăхĕ, мораль çирĕплĕхĕ, хăнăху пултарулăхĕ
-
Вӗренӗве цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсем тата хӑрушлӑхӗ
Обзорная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Ребко Ольга Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ – вӗренӗве цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсемпе хӑрушлӑхне тишкересси. Промышленноҫăн тăваттăмĕш революцийӗн условийӗсенче экономикӑна ҫӗнӗ компетенциллӗ профессионалсем питӗ кирлӗ. Сӑмахран, пысӑк калăпăшлă даннӑйсене тӗпе хурса йышӑнусем тума, уҫӑмсӑр лару-тӑрура ӗҫлеме, информацие тишкерме тата тиркевлĕн, суйлавлăн пăхса йышăнма пĕлни пӗрремӗш вырӑна тухса тăрать. Хальхи сотрудникăн ҫӗнӗ шухӑшлава, этикăна, ҫыхӑну тытӑмне ӑнланма пĕлмелле, цифра культурипе цифра тĕнчине лайăх ăнланас ĕçĕ йĕркелесе аталантарма пĕлмелле. Ун пек специалистсене хатӗрлесси вӗренӗвӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ пулса тӑрать. Асӑннӑ ӗҫӗн меслечӗ – хальхи тӗпчевсене тишкерни. Вăл педагогсене хӑйсене те ҫӗнӗ экономика чăнлăхĕн условийӗсенче професси тивӗҫӗсене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама май паракан хатĕрсем кирлӗ пулнине кӑтартса пачӗ. Цифрăласа улăштарнă чух тĕл пулакан хӑрушлӑхсемпе çивĕч ыйтусен тӗп ушкӑнӗсене тӗпе хурса эпир педагогсен цифра компетенцийӗсен стандартизациленӗ моделӗ пурри учительсемпе преподавательсемшӗн шанчӑклӑ тӗрек пулма пултарать тесе пĕтĕмлетÿ тӑватпӑр. Ҫакăн пек моделе аслӑ шкулсен вӗренӳ программисене кӗртни тата квалификацине ӳстермелли программӑсене ӗҫе кӗртни цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсемпе килӗшӳллӗ педагогсене професси тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра хатӗрлеме май парать.
- Тӗп сӑмахсем:
- промышленноҫăн тăваттăмĕш революцийӗ, цифрӑлани, вӗренӗве цифрăласа улăштарни, цифра культури, цифра компетенцийӗсем, цифра компетенцийӗсен моделӗ, педагогсене професси тĕлĕшĕнчен хатӗрлени