Список публикаций по ключевому слову: «функции литературы»
-
Илемлĕ хайлавăн вĕренӳ талккăшĕнче палăракан илемлĕх тата этеплĕх пĕлтерĕшĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3- Автор:
- Мышкина Альбина Федоровна, Ядранская Инесса Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра илемлĕ литературăн вĕренӳре тата ăс парура мĕнле вырăн йышăннине пăхса тухнă. Авторсем литературăн вĕренӳшĕн (тĕрĕсрех каласан вĕренÿ талккăшĕшĕн) чи пĕлтерĕшлĕ функцийĕсене пăхса тухнă. Чăваш çыравçисен тулли мар вăтам тата вăтам шкул программине кĕртнĕ хăш-пĕр хайлавне тишкернĕ. Ку статьяра илемлĕ литературăна литература ăслăхĕпе критика объекчĕ пек кăна мар, халăх культурин çын туйăмĕпе кăмăлне витĕм кÿрекен пулăм пек те пăхса тухнă. Ку тĕпчевшĕн тĕп вырăна ăнлантару, танлаштару, пĕтĕмлетӳ мелĕсенчен тăракан сăнлав меслечĕ йышăнать. Ирттернĕ тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕнче сăмах пултарулăхĕ яланах çыравçăпа халăхăн тавра курăмне тата туйăмне кăтартать тенĕ. Ĕçĕн тепĕр пайĕнче илемлĕ хайлава епле ăнланмаллине уçса панă, ăна илемлĕхĕн ку е вăл правилăна пăхăнса тăракан мĕнле те пулин пĕчĕк тĕнчи витĕр курма май паракан вăйĕ тесе пĕтĕмлетнĕ. Шăп çакна пула литература хайлавне çыравçăн шухăшласа кăларăвĕ тата фантазийĕ тесе шутлаççĕ. Çав вăхăтрах хайлав авторĕ пурнăçăн ку е вăл лару-тăрăвне чăннăн кăларса тăратать.
- Тӗп сӑмахсем:
- илемлĕх пуянлăхĕн енĕсем, илемлĕх (эстетика), илемлĕ литература, вĕренÿ талккăшĕ (вĕренÿ хутлăхĕ), литература тăвакан ĕç (литература функцийĕ)