Список публикаций по ключевому слову: «инструмент пуххи»
-
Кĕçĕн класс ачисен тăван чăваш чĕлхипе текст тăву пултараслăхне тĕрĕсленин кăтартăвĕпе пĕтĕмлетĕвĕ
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Артемьева Тамара Васильевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вӗренӳ
- Аннотаци:
- Статьян тĕллевĕ – кĕçĕн класс ачисен текст тăву пултараслăхне тĕрĕслемелли хатĕрсене ăслайлама юрăхлă ку е вăл мая ăнлантарасси, кĕçĕн класс ачисен тăван чăваш чĕлхипе текст тăву пултараслăхне тĕрĕсленин кăтартăвĕпе тата пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарасси. Тĕпчевĕн тĕп меслечĕсем: кĕçĕн классен пĕтĕмĕшле хутшăну пултараслăхĕ епле йĕркеленсе пынине тата унăн мониторингне тумалли меслетлĕхе, Пĕтĕм Раççейĕн тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ май Чăваш Республикин 4-мĕш класĕсенче ачасем вырăс чĕлхипе текст тунă чухне мĕнле йывăрлăхпа тĕл пулнине тишкересси, чăваш шкулĕн 1‒4 класĕсенче вĕренекен ачасен тăван чĕлхепе текст тăву пултараслăх шайне диагностика тăвасси. Статьяра пуçламăш пĕлÿ пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине тата чĕлхене вĕреннин, вăл шутра кĕçĕн классен текст тума пултараслăхне аталантарнин кирлĕлĕхне палăртнă. Пуçламăш шкулсене чăваш ачисен пуплевне аталантарас енĕпе вĕрентÿ матералĕпе тивĕçтерес тата текст тăву пултараслăха тĕрĕслемелли хатĕрсем ăслайлас енчен епле йывăрлăх пуррине кăтартса панă. Автор 1‒4 класс ачисем валли вĕрентÿ хатĕрĕсем тунă май ачасен текст тăвас хăнăху шайĕ епле пулнине хакламалли хатĕр-хĕтĕр те ăсталама сĕнет. Тĕпчевĕн кăтартăвĕсемпе пĕтĕмлетĕвĕсем. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май вĕренÿ тал- ккăшĕнче пĕр пĕтĕмлĕх тăвас тĕллевпе тĕрĕслев ĕçĕсем хатĕрлеме, вăл шутра вĕренÿ учрежденийĕсене пурне те пĕрешкел тĕрĕслев материалесемпе тата хаклав критерийĕсемпе çырлахтарма тивĕç пуррине ĕнентернĕ. Текст тăву пултараслăх шайне тупса палăртмалли диагностика материалне хатĕрлессин тĕллевне, расна зада- чине, меслетлĕхне тĕрĕслесе-тишкерсе кăтартнă. Кĕçĕн класс ачисен чăвашла текст тăву пулатараслăхĕпе диагностика ирттермелли материалсене тата ĕçĕн нумай енлĕ результатне çырса панă. Чăвашла текст тăву шайне палăртмалли материалпа усă курса пурнăçланă ку е вăл идейăпа шухăша чылай чăваш шкулĕнче тĕрĕсленĕ, паллашма педагогсене сĕннĕ. Вĕсем материала аван тесе хакланă.
- Тӗп сӑмахсем:
- тăван чĕлхе, çивĕчлĕх (актуаллăх), текст тăву пултараслăх, Пĕтĕм Раççейĕн тĕрĕслев ĕçĕ, чăваш чĕлхи, вĕренÿ кăтартăвĕ, инструмент пуххи
-
Шкулчченхи ачасене тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тата илемлӗ литературӑпа паллаштармалли вӗрентӳпе меслетлӗх комплекчӗсем калӑплас ыйту тавра
Научная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 2- Автор:
- Артемьева Тамара Васильевна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Статья тӗллевӗ ‒ Чӑваш Республикин шкул умĕнхи вӗренӳ учрежденийӗсем валли калӑпланӑ тӑван чӑваш чӗлхине аталантармалли тата вӗрентмелли, литературӑпа паллаштармалли вӗретӳпе меслетлӗх ком- плекчӗсенче тӗпе хунӑ шухӑшсене сӑлтавласа ҫирӗплетесси. Тӗпчев материалӗ. Литература тишкерни, шкулчченхи ачасен пуплевне аталантарас, литературӑпа паллашта- рас меслетлӗхсен аталану историне тӗпчени: пуплеве аталантарас (Е.И.Тихеева, Е.А.Флерина, О.И.Соловьева тата ыт. те) тата литературӑпа паллаштарас (М.М.Конина, Л.М.Гурович, З.А. Гриценко) меслетлӗхсене никӗсле- кенсен курӑмӗ. Пуплеве аталантарассине системӑллӑ туса пымалли (Е.А. Тихеева), заняти вӗрентӳ ӗҫӗнче тӗп форма пулнине ҫирӗплетни (М.М. Алексеева, В.И. Яшина), Шкул умӗнхи вӗренӗвӗн федераци патшалӑх вӗренӳ стандартӗнче мӗн ыйтни тата ӑсчах педагогсен (Е.А. Флерина, А.П. Усова, О.А. Скоролупова) курӑмӗсем, пуплеве аталантарассин за- дачисене пӗрлӗхлӗ пурнӑҫласа пымалли (Ф.А. Сохин, О.С. Ушакова), илемлӗ литературӑпа паллаштарассин хӑйне евӗрлӗхӗ, ача-пӑча кӗнеки ҫине тӗрлӗрен пӑхни, шкул ҫулне ҫитмен ачасем илемлӗ хайлавсене епле йышӑнни-ӑн- лӑннине тӗпчени, юлашки ҫулсенче ача- пӑча литератури ҫине урӑхла пӑхма пуҫлани (Л.М. Гурович), шкулчченхи ачасене литературӑна вӗрентес меслетлӗх ҫуралса аталанни, шкулчченхи ачасенчен "пултаруллӑ вулавҫӑ" ҫитӗн- тересин йӗркелÿ чӑрмавĕсемпе йывӑрлӑхсем, шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче литературӑна вӗрентессине ятарлӑ туса пыни кирлех пулни (М.М. Конина, Л.М. Гурович, О.С. Ушакова, Н.В. Гавриш). Тӗпчев результачӗсем, пӗтӗмлетӳсем. Чӑваш ача сачӗсенче тӑван чӗлхене аталантармалли тата вӗрент- мелли, литературӑпа паллаштармалли вӗрентӳпе меслетлӗх комплекчӗсен концепцине сӑлтавласа ҫирӗплетнӗ. Меслетлӗх комплекчӗсенче тӗпе хунӑ шухӑшсене, вӗренӳ материалне Чӑваш Республикин шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрӗслесе пӑхнӑ, вӗсене педагогсем ырланӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- тăван чĕлхе, çивĕчлĕх (актуаллăх), текст тăву пултараслăх, Пĕтĕм Раççейĕн тĕрĕслев ĕçĕ, чăваш чĕлхи, вĕренÿ кăтартăвĕ, инструмент пуххи