Список публикаций по ключевому слову: «primary school teacher»
-
Çĕнĕ йышши вăйăсем ‒ пуçламăш шкул учителĕ пулма хатĕрленекен студентсен меслетлĕх пĕлĕвне аталантармалли хатĕр
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 4- Автор:
- Сергеева Лариса Анатольевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра автор пуласлăхра пуçламăш шкулта ĕçлеме хатĕрленекен студентсене математика вĕрентмелли меслетлĕх курсне алла илме пулăшнă май меслетлĕх пĕлӳлĕхне аталантарма май паракан лару-тăрăва теорипе практика енчен никĕсленĕ. Тĕпчев тĕллевĕсем: пуçламăш классен пулас учителĕсен меслетлĕх пĕлĕвне аталантаракан лару-тăрăва вăйă мелĕпе йĕркелессине теори енчен никĕслесси, практика енчен чăнлăха кăларасси тата эксперимент картинче тĕрĕслесси. Тĕпчев меслечĕсем: а) теори меслечĕсем: тишкерӳ (анализ), пĕтĕмлетӳ, тĕпчев ыйтăвĕсемпе çырнă ăслăлăх литературине тишкерни; б) практика меслечĕсем: педагогика эксперименчĕ. Теори тĕпчевне пурнăçланă май «пĕлӳлĕх», «меслет пĕлӳлĕхĕ», «вайă практики» категорисене ăнлантарма усă курнă мелсене содержани енчен хакланă, пуçламăш шкулăн пулас учителĕсен меслетлĕх пĕлĕвне çĕнĕ йышши вăйăсемпе усă курса аталантарни тĕп мел пулнине ĕнентернĕ, студентсем меслетлĕх дисциплинисене вĕреннĕ чух çĕнĕ йышши вăйăсем шухăшласа кăлармалли тата вĕсемпе усă курмалли кăтартусене калăпласа панă. Педагогика эксперименчĕн результачĕсем студентсен меслет пĕлӳлĕхне ӳстерме вăйăсемпе усă курни тухăçлă хатĕр иккенне ĕнентереççĕ. Тĕпчевĕн практика пĕлтерĕшĕ пуçламăш вĕренӳ педагогĕсене меслетлĕх енчен хатĕрлеме çĕнĕ йышши вăйăсемпе усă курмалли лару-тăрăва калăпланинче палăрать. Практика мелĕпе ирттернĕ тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пулас учительсене хатĕрлеме вăйăсем чăннипех вырăнлă пулнине ĕнентереççĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- пĕлӳлĕх (компетенцилĕх), меслет пĕлӳлĕхĕ (меслет компетенцилĕхĕ), вăйă практики, çĕнĕ йышши вăйăсем, пуçламăш шкулăн пулас учителĕсем
-
Пуçламӑш класс учителӗсен прфесси компетенцине ӳстермелли майсем
Статья в сборнике трудов конференцииСовременные тенденции развития системы образования (к 85-летию Чувашского республиканского института образования)- Автор:
- Анисимова Ольга Сергеевна
- Рубрика:
- Педагог – ключевая фигура создания условий развития успешного ребенка
- Аннотаци:
- Педагог шкул ачин çынлӑхне йӗркелесе аталантаракан хӑватлӑ вӑй пулса тӑрать. Çавна май – пуçламӑш классем валли çӗнӗ йышши учительсем хатерлесси паян кун уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗш туянать. Статьяра Раççей Федерацийӗн вӗренӳ аталанӑвӗпе çыхӑннӑ пӗр темӑна – пуçламӑш класс учителӗсен професси компетенцилӗхне ӳстерессине тишкернӗ. Ыйтӑвӑн пӗлтерӗшӗ хальхи рынок экономикинче ӗçлӗлӗхӗн тӗрлӗ енӗ валли специалистсем хатӗрлекенсен умне пысӑкран пысӑк требовани кӑларса тӑратнинчен килет. Автор пуçламӑш класс учителӗн пурнӑç улшӑнӑвне хӑвӑрт хӑнӑхакан, нумай пӗлекен, малашнехи ку е вӑл лару-тӑрура тӗрӗс йышӑну тума пултаракан çынна общество ыйтнӑ пек хатӗрлеме кирлӗ енӗсене тӗплӗн тишкерет. Пулас учителе статьяра тьютор тата фасилитатор шайӗнче сӑнласа кӑтарнӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогӑн квалификацине ӳстерни, пуçламӑш классен педагогӗ, кӗçӗн ушкӑн ачисем