Список публикаций по ключевому слову: «состав слова»
-
10–11-мĕш классен чăваш чĕлхи вĕренӳ кĕнекин ăслăлăх никĕсĕ
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 4 № 4- Автор:
- Виноградов Юрий Михайлович
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- Статьян тĕллевĕ – чăваш шкулĕн 10–11 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнекин ал çырăвĕн содержанийĕпе, тытăмĕпе тата материала уçса пама усă курнă ăслăлăхпа паллаштарасси. Тĕпчев материалĕпе меслечĕ. Тĕпчев материалĕ – чăваш шкулĕн 10–11 класĕсем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнекин ал çырăвĕ. Тĕпчевре танлаштару тата тишкерÿ меслечĕсемпе усă курнă. Ал çырăвне РФ вĕренÿпе меслетлĕх пĕрлешĕвĕн 2020 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче йышăнăвĕпе (3/20 №-лĕ протокол) ырланă программăпа килĕшÿллĕ çырнă. Программа – чăваш шкулĕн 5–9 классенче вĕреннине аса илме тесе хатĕрленĕскер. Çавăнпа вĕренÿ кĕнекине, тĕпрен илсен, аса илÿ материалне кĕртнĕ. Çĕнĕ тема тесе «Чĕлхепе пуплевĕн прекет законĕ» темăна пăхмалла. Мĕн пур темăна ăслăлхăн чи юлашки çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса ăнлантарнă. Автор, И.А. Андреев профессор пекех, шкул программине «Фразеологи» темăна кĕртни вырăнсăр тесе пăхать. Сăмаха синтаксиспа çыхăнтармасăр пăхни ку е вăл формăпа мĕн тума кирлине уçса параймасть. Тĕслĕхрен, синтаксис аффиксĕ мĕнсене çыхăнтарнине кăтартмалла: ик сăмаха-и, сăмах ушкăнне сăмахпа-и, сăмах пĕрлĕхĕсене-и? Çавăнпа шкулта морфемкăпа морфологие синтаксиса шута илсе вĕрентмелле.
- Тӗп сӑмахсем:
- культура, общество, графика, лексика, фонетика, орфографи, чĕлхе, лексикографи, сăмах тытăмĕ, сăмах пулăвĕ