Список публикаций по ключевому слову: «hydronym»
-
Чăваш гидронимĕсен лексикăпа семантика ушкăнĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 4 № 1- Автор:
- Егорова Анна Семёновна
- Рубрика:
- Этнопедагогика
- Аннотаци:
- Статьяра чăваш чĕлхинче шыв-шура ят панин уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, чăваш гидронимĕсен пĕлтерĕш ушкăнĕсене палăртнă. Шыв-шур ячĕсенче лингвистика, географи, этнографи тата истори информацийĕ пуян пулнăран тата вăхăт иртнĕçемĕн гидронимсем çухалма е улшăнма пултарнăран суйлсас илнĕ тема актуаллă. Тĕпчев тĕллевĕ – чăваш гидронимĕсен пĕлтерĕш ушкăнĕсене тупса палăртассси, шыв-шура ят панин уйрăмлăхĕсене тĕпчесси. Статьяра юхан шывсемпе шывлă çырмасен, пĕвесемпе кÿлĕсен, шурлăхсемпе шурлă вырăнсен, çăл куçсемпе çăлсен ячĕсене тишкернĕ. Автор хăй пухнă материалпа ытларах усă курнă, çавăн пекех Чăваш патшалăх гу-манитари ăслăлăхĕсен институчĕн Наука архивĕнче упранакан топонимсен картотекипе тата картографи çăл куçĕсемпе, ял администрацийĕсенче упра-накан картăсене тишкернĕ. Тĕпчеве ытларах сăнлав, танлаштару-шайлаштару, типологи, статистика мелĕсем çине таянса йĕркеленĕ. Тĕпчев ĕçĕ туса ирттернĕ хыççăн автор чăваш гидронимĕсене икĕ пысăк ушкăна – çут çанталăк уйрăмлăхĕсене кăтартаканнисем тата çынпа е унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннисем çине – уйăрать. Çут çанталăк уйрăмлăхĕсене кăтартакан-нисем хăйсем вак ушкăнсене пайланаççĕ: 1) объект уйрăмлăхне кăтартакан-нисем; 2) çĕр пичĕн расналăхне кăтартаканнисем; 3) ÿсен-тăран тĕнчин хăй евĕрлĕхне палăртаканнисем; 4) чĕр чун тĕнчин хăй евĕрлĕхне палăртаканни-сем; 5) географи объекчĕсен вырăнне кăтартаканнисем; 6) объект шутне кăтартаканнисем; 7) сăнарлă гидронимсем. Çынпа е унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннисене автор çак ушкăнсене уйăрать: 1) халăхăн пурлăх культурипе çыхăннисем; 2) ăс-хакăл культурипе çыхăннисем; 3) çын ячĕсенчен пулнисем; 4) халăх ячĕсенчен пулнисем; 5) топонимсенчен пулнисем. Юлашкинчен автор гидронимсене лексикăпа семантика енчен тишкерни шыв-шура ят парас принципсене, вырăнти çут çанталăк географи уйрăмлăхĕсене палăртма, халăх историйĕпе йăли-йĕркине пĕлме пулăшни çинчен пĕтĕмлетÿ тăвать.
- Тӗп сӑмахсем:
- чăваш гидронимĕсем, чăваш ойконимĕсем, шыв-шур ячĕсем, лексикăпа семантика тишкерĕвĕ, лексикăпа семантика ушкăнĕсем, çут çанталăк уйрăмлăхĕсем, чăваш халăхĕн пурлăх тата ăстăн культури
-
Шупашкар хули: топонимика йĕрленчĕкĕсем
Научная статья
Развитие образования № 2 (2)- Автор:
- Исаев Юрий Николаевич, Исаев Лев Юрьевич
- Рубрика:
- 1
- Аннотаци:
- Статьяра Шупашкар хулин географи объекчĕсен ячĕсен пулăвне, форма улшăнăвне тĕпченин историне пăхса тухнă. Вăхăт улшăннă май хăш халăх пурăннине кура географи объекчĕсен пĕр ушкăнĕ хăйĕн ятне улăштарнине, тепĕр пайĕ улăштарманнине, хăшĕ-пĕри хăйĕн тĕпне сыхласа темиçе чĕлхен элементне пĕрлештерсе тăнине ĕнентернĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ономастика, гидроним, потамоним, микротопоним, Шупашкар, топонимсем, Сăкăт шывĕ, Трусиха, Кайбулка, Берендей вăрманĕ, Изьяр кÿлли, Йăлăм, Протопопиха ялĕ, Петтин сали