Список публикаций по ключевому слову: «лексико-семантический анализ»
-
Топонимсене шкулта вĕрентесси
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 4 № 4- Автор:
- Егорова Анна Семёновна
- Рубрика:
- Дискуссия
- Аннотаци:
- статьяра шкулта топонимсене вĕрентес ыйтăва хускатнă. Тема актуаллăхĕ топонимсене вĕрентни шкул ачисен культуроведени компетенцийĕсене аталантарас, вĕсене харкамлăх, пур предмета та вĕренме кирлĕ тата предмет результачĕсем патне çитерес ĕçре пысăк пулăшу панипе çыхăннă. Географи объекчĕсен ячĕсене ачасем яланах кăсăкланса вĕренеççĕ. Статьяра урокра тата урок тулашĕнче ачасен тавра курăмне, предметсен хушшинчи çыхăнăва анлăлатас ĕçри топоними материалĕн пĕлтерĕшне уçса панă. Тĕпчев ĕçĕнче çак меслетсемпе усă курнă: асăннă темăпа çыхăннă наукăпа меслетĕх литературипе, вĕрентекенсен çак темăпа пухнă опычĕпе паллашни, пĕтĕмлетни, вĕрентÿпе воспитани ĕç-хĕлне сăнани. Тĕпчев ĕçне ирттернĕ май вĕренÿпе воспитани тĕллевĕсене пурнăçлас ĕçре топонимсемпе усă курассин чи тухăçлă мелĕсене тупса палăртнă, топонимсене пухмалли анкета, асăннă темăпа ачасен наукăпа тĕпчев ĕç-хĕлне йĕркелемелли меслетлĕх сĕнĕвĕсене хатĕрленĕ. Хатĕр ĕçпе ытти вĕрентекенсем уроксенче е урок тулашĕнчи ĕçсенче усă курма пултараççĕ. Автор пĕтĕмлетнĕ тăрăх, географи объекчĕсен ячĕсене вĕренни ачасен пулмалли результачĕсене, культуроведен компетенцине аталантарма, тăван ен историйĕпе культурине лайăхрах пĕлме, чĕлхе пĕлÿпе хутшăну хатĕрĕ кăна маррине, наци культурине палăртмалли форма пулнине те ăнланса илме пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- топонимсем, лексикăпа семантика тишкерĕвĕ, топоним тĕсĕсем, чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ, пулмалли результатсем, чăваш топонмĕсене пухмалли анкета, топонимсен пулăвĕн тишкерĕвĕ
-
Чăваш гидронимĕсен лексикăпа семантика ушкăнĕсем
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 4 № 1- Автор:
- Егорова Анна Семёновна
- Рубрика:
- Этнопедагогика
- Аннотаци:
- Статьяра чăваш чĕлхинче шыв-шура ят панин уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, чăваш гидронимĕсен пĕлтерĕш ушкăнĕсене палăртнă. Шыв-шур ячĕсенче лингвистика, географи, этнографи тата истори информацийĕ пуян пулнăран тата вăхăт иртнĕçемĕн гидронимсем çухалма е улшăнма пултарнăран суйлсас илнĕ тема актуаллă. Тĕпчев тĕллевĕ – чăваш гидронимĕсен пĕлтерĕш ушкăнĕсене тупса палăртассси, шыв-шура ят панин уйрăмлăхĕсене тĕпчесси. Статьяра юхан шывсемпе шывлă çырмасен, пĕвесемпе кÿлĕсен, шурлăхсемпе шурлă вырăнсен, çăл куçсемпе çăлсен ячĕсене тишкернĕ. Автор хăй пухнă материалпа ытларах усă курнă, çавăн пекех Чăваш патшалăх гу-манитари ăслăлăхĕсен институчĕн Наука архивĕнче упранакан топонимсен картотекипе тата картографи çăл куçĕсемпе, ял администрацийĕсенче упра-накан картăсене тишкернĕ. Тĕпчеве ытларах сăнлав, танлаштару-шайлаштару, типологи, статистика мелĕсем çине таянса йĕркеленĕ. Тĕпчев ĕçĕ туса ирттернĕ хыççăн автор чăваш гидронимĕсене икĕ пысăк ушкăна – çут çанталăк уйрăмлăхĕсене кăтартаканнисем тата çынпа е унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннисем çине – уйăрать. Çут çанталăк уйрăмлăхĕсене кăтартакан-нисем хăйсем вак ушкăнсене пайланаççĕ: 1) объект уйрăмлăхне кăтартакан-нисем; 2) çĕр пичĕн расналăхне кăтартаканнисем; 3) ÿсен-тăран тĕнчин хăй евĕрлĕхне палăртаканнисем; 4) чĕр чун тĕнчин хăй евĕрлĕхне палăртаканни-сем; 5) географи объекчĕсен вырăнне кăтартаканнисем; 6) объект шутне кăтартаканнисем; 7) сăнарлă гидронимсем. Çынпа е унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннисене автор çак ушкăнсене уйăрать: 1) халăхăн пурлăх культурипе çыхăннисем; 2) ăс-хакăл культурипе çыхăннисем; 3) çын ячĕсенчен пулнисем; 4) халăх ячĕсенчен пулнисем; 5) топонимсенчен пулнисем. Юлашкинчен автор гидронимсене лексикăпа семантика енчен тишкерни шыв-шура ят парас принципсене, вырăнти çут çанталăк географи уйрăмлăхĕсене палăртма, халăх историйĕпе йăли-йĕркине пĕлме пулăшни çинчен пĕтĕмлетÿ тăвать.
- Тӗп сӑмахсем:
- чăваш гидронимĕсем, чăваш ойконимĕсем, шыв-шур ячĕсем, лексикăпа семантика тишкерĕвĕ, лексикăпа семантика ушкăнĕсем, çут çанталăк уйрăмлăхĕсем, чăваш халăхĕн пурлăх тата ăстăн культури