Список публикаций по ключевому слову: «quality of preparation»
-
Техника специальноçĕ паракан вузсен вĕренӳ пахалăхне хаклассин уйрăмлăхĕсем
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Григораш Олег Владимирович
- Рубрика:
- Теоретические и прикладные исследования в образовании
- Аннотаци:
- Ку ĕçре техника вузĕсен (факультетсен) выпускникĕсен вĕренӳ пахалăхне хакламалли хатĕр-хĕтĕрпе ла-ру-тăрăва кăтартнă. Автор вĕренӳ пахалăхне мĕнле ăнланмаллине, мĕнле хакламаллине каласа парать, вуз пĕтерекенсемпе çыхăннă «хатĕрлев пахалăхĕ» тата «вĕренӳ пахалăхĕ» ăнлавсен содержанине уçăмлатать. Ĕçре студентсем семестрта тата вĕренӳ çулĕнче вĕренсе илнĕ хыççăнхи хатĕрлев пахалăхĕн коэффициентне тупмашкан аналитика тĕслĕхĕсем сĕннĕ. Çавна май хатĕрлев пахалăхĕн кăтартăвне, практикăна, вĕренсе пĕтернĕ чухнехи пĕтĕмллетӳ ĕçне, ĕçлев хавалне хакламалли балсене мĕнле шута илмеллине кăтартнă.
- Тӗп сӑмахсем:
- хатĕрлев пахалăхĕ, вĕренÿ пахалахĕ, хакламалли хатĕрсем, копетенцилĕхе шута илни, хаклавăн балпа рейтинг системи
-
Раççей вĕренĕвĕн хальхи тытăмĕ тата ăна çĕнетесси çинчен
Научная статья
Развитие образования № 1 (1)- Автор:
- Григораш Олег Владимирович
- Рубрика:
- Российская система образования
- Аннотаци:
- Ку статьяра Раççĕйĕн вĕренӳ системинче пулса иртекен реформăн çитменлĕхĕсене, аслă шкула пĕтерекенсен вĕренӳ пахалăхĕ чакса пынине кăтартнă. Автор вĕренӳ тытăмне лайăхлатмалли чылай мел сĕнет. Тăван çĕр-шыв тата ют çĕр-шыв ученăйĕсен ĕçĕсене тĕпчесе компетенцилĕх картинче «хатĕрлев пахалăхĕ» тата «вĕренӳ пахалăхĕ» ăнлавсем расна пулнине уçса парать. Тĕпчевçĕ вĕренӳ мĕн таран паха пулнине вуз пĕтерекен студентсем илнĕ пĕлӳпе тухăçлă усă курса хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пултарни, конкуренци вăйлă лару-тăрура ĕçлеме хатĕрри, ĕç рынокĕнче тăвакан ăнăçлăхĕ, ĕçре кирлĕлĕхĕ тата çĕнĕ лару-тăрăва хăвăрт хăнăхаслăхĕ тăрăх хаклама май пурине кăтартать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ тытăмĕ, вĕренӳ программи, хатĕрлев пахалăхĕ, вĕренӳ пахалахĕ, компетенци