Список публикаций по ключевому слову: «social potential»
-
«Ӳт-пӳ культури тата спорт» дисциплинăн содержанине пурнăçа кĕртмелли методологи мелĕсем
Обзорная статьяВĕренӳ аталанăвĕ Том 6 № 1- Автор:
- Чернышев Виктор Петрович
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра вĕренӳ системинче «Ӳт-пӳ культури тата спорт» предметăн содержанине пурнăçа кĕртмелли расна методологи мелĕсене теори енчен ĕнентернĕ. Тĕпчевре предмета пурнăçа кĕртнĕ май ушкăн мелĕсем çине кăна таянни ӳт-пӳ культури аталанăвĕнче уйрăм çынна чылай çухату кӳрет тесе палăртнă. Тимлĕхе уйрăм çын çине анчах уйăрни вара предметăн ăс пару (воспитани) енне чухăнлатать. Хăйне майлă талккăш тума икĕ ене виçеллĕ тытса пыни тата дисциплинăн уйрăмлăхне шута илни анчах май панине кăтартнă, мĕншĕн тесен унта икĕ енлĕ хутшăну витĕмĕпе çамрăк çынсем хăйсем homo тĕсĕ пулнине тата ку е вăл общество йышăннă ушкăна кĕнине ăнланса илеççĕ. Общество тытăмне кĕнĕ чухне çын хăй ӳт-пӳ енчен еплерех пулни пирки шухăшлать, хăйĕн малашнехи аталану çулне çут çанталăк панă пахалăх енĕсене туллин шута илсе палăртать. Вĕренӳ формисенчен хăшне суйласа илесси преподавательсен ушкăнĕ вĕренӳ предмечĕ нумай енле пулнине ăнланнинчен тата хăйĕн пултарулăх вăйĕнчен килет. Çакнашкал ăнланни, тĕпрен илсен, ӳт-пӳ культурипе спортăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ валли чи кирлĕ никĕс пулса тăрать. Хальхи вăхăтра çынна ӳт-пӳ енчен аталантарма пиçĕ, лару-тăрăва кура улăштарма юрăхлă модель кирли курăнать. Кун пек чухне, паллах, йăлана кĕнĕ мелсемпе усă курнипе пĕрлех, çĕнĕ лару-тăру мĕн хистенине, вĕренекенсен ăс-тăнĕ епле улшăннине май пур таран хăвăрт тивĕçтерме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ӳт-пӳ культури, ӳт-пӳ енĕпе ăс панин ĕлкисем (моделĕсем), икĕ енлĕ хутшăну талккăшĕ, уйрăм çын тата общество вăй-хăвачĕ
-
Вĕренӳ хевтин уйрăмлăхĕ: Атăл тăрăхĕн вĕренекенĕсем тата ĕçлекен çамрăкĕсем
Научная статьяРазвитие образования № 1 (1)- Автор:
- Рожкова Лилия Валерьевна, Дубина Альбина Шагидулловна
- Рубрика:
- Социология и статистика образования
- Аннотаци:
- Ку статьяра халăх хевтин хаклăх пайрăмĕсене пахса тухнă. Авторсем хальхи çамрăксен вĕренӳ хевтине тĕпчени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ, çак хевтене обществăн пуласлăхне тума кирлĕ пурлăх тата пуянлăх тесе шутлаççĕ. Хăйсем ирттернĕ тĕпчев çине таянса пурнăç хаклăхĕн тĕп енĕсене тишкереççĕ, Атăл тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксен виçĕ ушкăнĕн вĕренӳ хевтине тан- лаштараççĕ – вĕренекенсенне, ĕçлекенсенне, ĕçлеменсенне. Юлашкинчен пĕтĕмлетӳ панă: вĕренӳ хев- ти пысăк пулнипе палăрса тăркан ушкăнсем пур – предпринимательсем тата студентсем.
- Тӗп сӑмахсем:
- вĕренӳ, хаклăх çул-йĕрĕ, çамрăксем, хаклăх, общество хевти, Атăл тăрăхĕн регионĕсем