Список публикаций по ключевому слову: «PlayPhrase»
-
Акăлчан чĕлхи урокĕсенче 6-мĕш класра вĕренекенсен фонетика хăнăхăвне йĕркелес процеса интерактивлă (нумай енлĕ) Playphrase.me видеосервиспа пĕрлештерни
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 1- Автор:
- Сабирова Эмилия Ильдаровна, Насибуллова Гузель Ришатовна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра вăтам шкул ачисен фонетика хăнăхăвĕнче нумай енлĕ (интерактивлă) хутшăнăва аталантаркан цифра технологийĕсемпе (пайăррăн PlayPhrase.me. онлайн платформăпа) усă курассине пăхса тухнă. Глобализаци аталаннă тата тăван мар чĕлхесемпе практикăра усă курассине пысăка хунă тапхăрта тĕрĕс калупа аудировани (пуплеве ăнланса итлени; пуплеве илтсе ăнланни) хăнăхăвне тивĕҫлĕ шая ҫитересси ҫине уйрăмах тимлĕ пăхаҫҫĕ. Вĕренӳ кĕнекисемпе репродукци мелĕпе усă куракан йăлана кĕнĕ меслетлĕхĕн чăрмавĕсене тишкерсе авторсем хальхи шкул паянхи цифра саманине тивĕҫтерекен ҫĕнĕ дидактикăна ыйтать тесе пĕтĕмлетеҫҫĕ. Статьяра акăлчанла калаҫу пултарулăхне аталантаракан вĕренӳре пĕр-пĕрне ырă витĕм кӳрекен вăйпа тăтăш усă курмалли кĕрет меслетлĕх сĕннĕ. Уроксенче PlayPhrase.me платформа пулăшнипе суйласа илнĕ видео материалĕсемпе усă курни лайăхрах пулнине ĕнентернĕ. Ку материалсем вĕренекен ачасене чăн ҫыхăнăва кĕрсе пуплеме май параҫҫĕ, предмета вĕренме хавхалантараҫҫĕ, фонетика нормисене тата ҫирĕпрех тытса пыма, хутшăну хăнăхăвĕсене вăйлăрах аталантарма пулăшаҫҫĕ. Ятарласа хатĕрленĕ тата платформăпа тĕрĕслесе пăхнă хăнăхтару комплексне пурнăҫа Тутар Республикин Арск муниципалитет районĕн «Арск хулин вăтам пĕлӳ паракан 6-мĕш вăтам шкулĕ» МБВУра кĕртнĕ. Эксперимент результачĕсем сăнав ушкăнĕнче вĕренекен ачасен фонетика хăнăхăвĕ ахаль ушкăнра йăлана кĕнĕ кивĕ меслетлĕхпе вĕренекен ачасеннинчен палăрмалла ӳснине ҫирĕплетсе пачĕҫ. Кунпа пĕрле, сĕннĕ меслетлĕх пиҫĕ пулнине палăртмалла, мĕншĕн тесен ăна текст ĕҫĕсен тĕллевĕсемпе ачасен ҫул-ӳсĕмне шута илсе вĕрентĕвĕн кирек хăш тапхăрĕпе, чĕлхен кирек хăш пайĕпе (лексикипе, грамматикипе) килĕштерсе улăштарма пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- педагогика технологийĕ, вăйă меслечĕсем, пĕр-пĕринпе ҫыхăнса тата витĕм кӳрсе вĕрентни (интерактивлă вĕрентÿ), фонетика хăнăхăвĕсем, пуплеве ăнланса итлени, пуплеве илтсе ăнланни (аудировани), вĕрентĕве цифрăлани, PlayPhrase.me, чăн материалсем