Список публикаций по ключевому слову: «Legal English»
-
Акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ май юрист специальноçне алла илекен студентсен ăс-хакăлне йĕркелесе пыни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Власичева Виктория Валерьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Юрист специальноçне алла илекен студентсене тăван мар чĕлхене вĕрентнĕ чухне сăнаса-тĕрĕслесе тăнине малашлăхра студентсене хăйсен вĕренĕвне ăспа тĕрĕслесе тăрас ăсталăха аталантарма май паракан тухăçлă технологи тесе ăнлантарнă. Ĕçĕн тĕллевĕ пулас юристсене акăлчан чĕлхи вĕрентме метакогници мĕнле витĕм кӳнине вĕренӳ пуçламăшĕнче палăракан пĕлӳ шайне семестр вĕçĕнче кăтартнă шайпа танлаштарса хакласси пулса тăрать. Статьяра практикăра тунă тĕпчев результачĕсене илсе кăтартнă. Эксперимента 30 студент хутшăннă. Вĕсене икĕ пĕр тан ушкăна (тĕрĕслев тата эксперимент ушкăнĕсем) уйăрнă пулнă. Студентсем хăйсен вĕренĕвне ăша хурса витĕм кӳнине икĕ хутчен тĕрĕсленĕ: эксперимент пуçламăшĕнче тата вĕренĕвĕн 14-мĕш эрнинче. Тĕрĕслеме автор хатĕрленĕ 15 ыйтупа усă курнă. Вĕсем 3 пысăк пая пайланаççĕ. Эксперимент ушкăнĕнче вĕренекен студентсем 14 эрне хушшинче планлав, мониторинг тата харпăр хăйĕнпе çыхăннă хаклав ĕçĕсем тунă. Эксперимент результачĕсем тăрăх, ăс-хакăла йĕркелесе пырас шай эксперимент ушкăнĕн студенчĕсен 21,5 % таран ӳснĕ. Тĕпчевĕн практика пĕлтерĕшĕпе çĕнĕлĕхĕ юриспруденци студенчĕсен акăлчан чĕлхи занятийĕсенче ăс-тăн ĕçне кирлĕ пек улăштарма пулăшакан технологисене тĕрĕслесе пăхни пулчĕ. Практика занятийĕсемпе, малашне, студентсене ку е вăл информаципе ĕçлеме, критикăллă шухăшлама тата харпăр хăйне кирлĕ пек тыткалама хăнăхтаракан вĕренӳ программисемпе вĕренӳ материалĕсене хатĕрленĕ чухне усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- мониторинг, юриспруденци вĕренĕвĕ, хаклав, ăс-хакăла йĕркелесе пыни, вĕренĕве ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тăнин пĕлтерĕшне хаклани, юриспруденцире усă куракан акăлчан чĕлхи, планлани
-
Вĕренӳре усă куракан онлайн технологисем акăлчан чĕлхе терминологине ятарлă вĕрентмелли (ЧЯВ) тухăçлă хатĕр пулни: тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 7 № 3- Автор:
- Косоногова Ольга Владимировна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ку статьяра Федерацин кăнтăр ен университечĕн (ФКУ) гуманитари факультечĕсен акăлчан чĕлхи кафедрин преподавателĕсем ирттернĕ тĕпчев пирки сăмах пырать. Тĕпчев тĕллевĕ акăлчан чĕлхе терминологине чĕлхепе çыхăнман специальноçсене алла илекен студентсене хальхи ятарлă IT технологисемпе усă курса вĕрентнин тухăçлăхне палăртасси пулнă. Вĕрентме IT продукт вырăнĕнче «Legal Communication: Legal Writing and Oral Communication in the Practice of Law / Право хутшăнăвĕ: юриспруденци практикинче усă куракан клалаçу тата çыру хутшăнăвĕ» онлайн курс пулнă. Ăна Moodle LMS платформа çине таянса ФКУн юриспруденци факльтечĕн тĕрлĕ специальноçа алла илекен студентсене вĕрентекен юрист преподавателĕсем тата ФКУн гумантиари факультечĕсен акăлчан чĕлхи кафедрин преподавателĕсем юрфак студенчĕсем валли хатĕрленĕ. Тĕпчев вăхăтĕнче тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни преподавательсене ума лартнă ыйтăва икĕ дисциплинăна – ют чĕлхесене вĕрентмелли меслетлĕхе тата терминологи вĕрентĕвне тĕпе хурса татса пама май панă. Тĕпчев çакнашкал пĕтĕмлетӳ тума май парать: вĕрентӳре усă куракан IT технологисем тата вĕсем çине таянса хатĕрленĕ вĕренӳ продукчĕсем филолог мар студентсене пулас профессире кирлĕ терминологие алла илме хавхалантараççĕ. Кун пекки чăнах пултăр тесен вĕренӳ продуктне терминологие теорипе практика енчĕн тĕплĕн шухăшласа тумалла. Ку е вăл профессипе çыхăннă терминологи пулса кайнипе аталаннине, çак аталанăва чĕлхе тата пурнăç факторĕсем мĕнле витĕм кӳнине ăнлантарса памалла, лексикологипе грамматика тата стилистика енчен хакламалла тата ку е вăл контекстра евĕклĕ усă курассин уйрăмлăхне кăтартмалла.
- Тӗп сӑмахсем:
- онлайн вĕрентӳ, хавхалантару, онлайн курс, тĕрлĕ дисциплинăна çыхăнтарни, ЧЯВ, акăлчан юриспруденци терминологийĕ