Список публикаций по ключевому слову: «metacognitive awareness»
-
Акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ май юрист специальноçне алла илекен студентсен ăс-хакăлне йĕркелесе пыни
Научная статья
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 8 № 2- Автор:
- Власичева Виктория Валерьевна
- Рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Юрист специальноçне алла илекен студентсене тăван мар чĕлхене вĕрентнĕ чухне сăнаса-тĕрĕслесе тăнине малашлăхра студентсене хăйсен вĕренĕвне ăспа тĕрĕслесе тăрас ăсталăха аталантарма май паракан тухăçлă технологи тесе ăнлантарнă. Ĕçĕн тĕллевĕ пулас юристсене акăлчан чĕлхи вĕрентме метакогници мĕнле витĕм кӳнине вĕренӳ пуçламăшĕнче палăракан пĕлӳ шайне семестр вĕçĕнче кăтартнă шайпа танлаштарса хакласси пулса тăрать. Статьяра практикăра тунă тĕпчев результачĕсене илсе кăтартнă. Эксперимента 30 студент хутшăннă. Вĕсене икĕ пĕр тан ушкăна (тĕрĕслев тата эксперимент ушкăнĕсем) уйăрнă пулнă. Студентсем хăйсен вĕренĕвне ăша хурса витĕм кӳнине икĕ хутчен тĕрĕсленĕ: эксперимент пуçламăшĕнче тата вĕренĕвĕн 14-мĕш эрнинче. Тĕрĕслеме автор хатĕрленĕ 15 ыйтупа усă курнă. Вĕсем 3 пысăк пая пайланаççĕ. Эксперимент ушкăнĕнче вĕренекен студентсем 14 эрне хушшинче планлав, мониторинг тата харпăр хăйĕнпе çыхăннă хаклав ĕçĕсем тунă. Эксперимент результачĕсем тăрăх, ăс-хакăла йĕркелесе пырас шай эксперимент ушкăнĕн студенчĕсен 21,5 % таран ӳснĕ. Тĕпчевĕн практика пĕлтерĕшĕпе çĕнĕлĕхĕ юриспруденци студенчĕсен акăлчан чĕлхи занятийĕсенче ăс-тăн ĕçне кирлĕ пек улăштарма пулăшакан технологисене тĕрĕслесе пăхни пулчĕ. Практика занятийĕсемпе, малашне, студентсене ку е вăл информаципе ĕçлеме, критикăллă шухăшлама тата харпăр хăйне кирлĕ пек тыткалама хăнăхтаракан вĕренӳ программисемпе вĕренӳ материалĕсене хатĕрленĕ чухне усă курма юрать.
- Тӗп сӑмахсем:
- мониторинг, юриспруденци вĕренĕвĕ, хаклав, ăс-хакăла йĕркелесе пыни, вĕренĕве ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тăнин пĕлтерĕшне хаклани, юриспруденцире усă куракан акăлчан чĕлхи, планлани