- Тӗп
- Журнал «Развитие образования»
- Кӑларӑм 3
-
Политика шайлăхĕ ҫирӗп мар зонăсенчи вӗренекенсене кÿрекен психологипе педагогика пулӑшӑвӗ тата лингвосоциокультура адаптацийӗ (Машрик ҫӗршывӗсенчи студентсем валли йĕркеленĕ хатӗрленӳ факультечӗсен материалӗ тăрăх)
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Васильева Эльмира Раисовна
- рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Тӗпчев актуаллӑхӗ Раҫҫейри аслӑ шкулсенче политика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп мар регионсенчи ют ҫӗршыв студенчӗсен шучӗ ӳснипе тата адаптацин чӗлхе, общество, культура тата психологи енӗсене пӗрлештерекен пӗрлӗхлӗ меслете ҫителӗксӗр хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫ тӗллевӗ - Машрик ҫӗршывӗсенчи хатӗрленӳ факультечӗсенче вĕренекенсене лингвосоциокультура адаптацийӗ тума пулӑшакан психологипе педагогика пулӑшӑвӗн модельне теори тӗлӗшӗнчен никӗслесси тата эмпирикӑлла тӗрӗслесси. Статьяра лингвосоциокультура адаптацине тӗнчери вӗренӳ хутлӑхӗнчи чӗлхе, общество тата культура компоненчӗсен уйрӑлми пĕрлĕхĕ тесе шутлаҫҫӗ. Педагогика психологийĕн, тĕрлĕ культурӑсен хутшăнăвне сăнлакан тата андрагогика литературин теори тишкерӗвӗн даннӑйӗсем, çавӑн пекех суйласа илнӗ Египетран, Ливирен тата Сирирен килнӗ (2022–2025 ҫҫ.) 120 вĕренекенрен илнĕ эмпирика кӑтартӑвӗсем тĕпчев материалĕ пулчĕç. Меслетсем: анкетăлав (социокультура адаптацийӗн шкали, Спилбергер ыйтӑмӗ, автор ирттернĕ вӗренӳ мотивацийӗн ыйтӑмӗ), тĕплĕ интервью, сӑнав тата педагогика эксперименчӗ. Палӑрту, констатаци тапхӑрĕ вӑхӑтӗнче дезадаптацин тĕп факторӗсене тупса палӑртнӑ: чӗлхе чӑрмавӗ, культура шокӗ, психика тĕлĕшĕнчен травмăлакан опыт витӗмӗ тата шкул хатӗрленӗвӗ хавшак пулни. Хатӗрленӗ пулăшу программи чӗлхе тренингӗсене, уйрӑм психологи консультацине, тьютор вӗрентӗвне тата культурӑсен хутшăнăвĕ шайĕнчи мероприятисен ярӑмне пӗрлештернӗ. Программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ хыҫҫӑнхи тӗрӗслев тапхăрĕ социокультура адаптацийӗн кӑтартӑвӗсем статистика тӗлӗшӗнчен тӗрӗссипе 35% ӳснине, академи ҫитӗнӗвӗ 28% ӳснине тата канӑҫсӑрлӑх шайӗ самай чакнине кӑтартнӑ. Çакăн пек пӗтӗмлетӳсем тунӑ: лингвосоциокультура адаптацийӗ валли педагогика тата психологи пулӑшӑвӗ синхронлӑ пулмалла; сӗннӗ модель хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартса панӑ, ӑна шайлăх çук зонӑсенчен килнӗ вӗренекенсен ытти категорийӗсемпе ӗҫленӗ чухне масштаблама сӗнме пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- психологипе педагогика пулӑшӑвӗ, ют ҫӗршыв студенчӗсене адаптацилесси, социокультура адаптацийӗ, чӗлхе адаптацийӗ, хатӗрленӳ факультечӗ, политика шайлăхĕ ҫирӗп мар зонăсем, Машрик ҫӗршывӗсенчи студентсем
-
Профессипе педагогика вӗренӗвӗнчи çын хайланă ăс-хакăл (ИИ) технологийӗсем: вӗренекенсен хутшӑнӑвӗ, хӑрушлӑхсем тата когнитивлӑ пропедевтика
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Неупокоева Елена Евгеньевна, Хохлова Наталья Викторовна
- рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статья авторӗсем вӗренӳ процесне çын хайланă ăс-хакăла (ИИ) кӗртес хӑрушлӑха тишкереҫҫӗ, студентсен вӗренӳ задачисене татса парас ӗҫре когнитивлӑ хутшӑнӑва йӗркелеме чăрмантаракан тӗп йывӑрлӑхсене палӑртаҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнтерес тӗллевпе тӗпчевҫӗсем «когнитивная пропедевтика» тесе палӑртнӑ пропедевтикӑн уйрӑм ҫул-йӗрне кӗртме сӗнеҫҫӗ. Статьяра асӑннӑ дефиницие илсе кӑтартнӑ, унӑн содержанийӗн тӗп элеменчӗсене тата ӑна вӗренӳ процесӗнче пурнӑҫламалли меслетлĕхĕн пӗтӗмӗшле положенийӗсене уҫса панă. Çав вăхăтрах авторсем когнитивлă пропедевтика концепцийĕ хатĕрленӳ тапхăрĕнче анчах пулнине, ăна апробацилени тата эксперимент ирттерсе тĕрĕслени малашнехи публикацисен теми пулнине палăртаççĕ. Ку статьяна шырав ĕçĕ пек хакламалла. Вăл çĕнĕ дидактика юхăмĕ йĕркелеме кирли çинчен дискусси уçать. Теветкеллӗх категорийӗсене туллин пӑхса тухма авторсем пĕр-пĕринпе çыхăнман икӗ тӗпчев ирттернӗ, кӗҫӗн тата аслӑ курс студенчӗсене сăнанă. Пĕрремĕш курс студенчĕсен çын хайланă ăс-хакăлпа (ИИ) ĕçлеме хатĕррине тĕпченĕ (опрос) тата дидактикăпа меслетлĕх тивĕçтерĕвне хатĕрленĕ чухне виççĕмĕш курс студенчĕсене те кӗртнӗ сӑнав ирттернӗ. Ҫакна тӗпе хурса вӗренекенсем çын хайланă ăс-хакăл технологийӗсем ҫине мӗнле пӑхнине тупса палӑртнӑ, ҫавӑн пекех вӗренӳ процесӗнче хайланă ăс-хакăлпа усӑ курас хӑрушлӑха палӑртнӑ. Тӗпчев çын хайланă ăс-хакăл вӗренӳ процесне кӳрекен витӗмӗ ӳссе пынине ҫирӗплетет, ҫак туртӑма малалла тӗпчемеллине палӑртать тата вӗренӳ практикинче çын хайланă ăс-хакăлпа усӑ курас хӑрушлӑха чакармалли ҫулсем сӗнет, асӑннӑ технологипе пӗлсе усӑ курассине аталантармалли ҫӗнӗ ҫул-йӗр йӗркелемеллине сӳтсе явма сĕнет.
- Тӗп сӑмахсем:
- когнитивлă пропедевтика, çын хайланă ăс-хакăл (ИИ), профессипе педагогика вĕренĕвĕ, цифра дидактики, професси вĕренĕвĕ, дидактикăпа меслетлĕх тивĕçтерĕвĕ, çын хайланă ăс-хакăл технологийĕсем
-
Профессире кирлĕ акăлчан чĕлхи пулăшнипе техника специальноçне алла илекен студентсен професси компетенцийĕсене йĕркелес ĕçри хальхи ресурссем
Тишкер статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Бородина Наталья Владимировна
- рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Техника вӗренӳ заведенийӗсенчен тинӗс специальноҫӗсене алла илсе вĕренсе тухакансен нумай нациллӗ экипаж йышӗнче хăйсен тивӗҫĕсене пурнӑҫланӑ чухне ятарлă тĕллевсем валли кирлĕ акăлчан чĕлхине лайăх пĕлнине кăтартмалла. Тинӗс профильлӗ вӗренӳ заведенийӗнчен вӗренсе тухнă специалистӑн пӗлӗвӗпе пултарулӑхне тата професси компетенцийӗсене наци тата тӗнче требованийӗсене, ҫавӑн пекех пĕр-пĕр кирлĕ специальноҫӑн професси стандарчӗсене тĕпе хурса палӑртаҫҫӗ. Пулас специалистсен професси хатӗрленӗвне лайӑхлатас, вӗсен ӗҫ рынокӗнчи конкурентлӑхне ӳстерес тата хавхаланăва вӑйлатас тӗллевпе аслӑ шкулсен профессорсемпе преподавательсен йышӗ нумай вӑй хурать. Юлашкисен шутне вӗренӳ процесӗнче Интернет ресурсӗсемпе, çын хайланă ăс-хакăл (ИИ) майӗсемпе усӑ курнине тата ыттине кӗртме пулать. Ҫакӑн пек инструментари вӗрентӳ меслечӗсене тӗрлӗлетме, уйрӑм вӗрентӳ траекторийӗсене тытса пыма тата вӗренӳ контенчӗпе усă курассине ансатлатма май парать. Акăлчан чĕлхине ятарлă тĕллевпе усă курма вĕрентекен преподавательсем (тинӗс специальноҫӗсене алла илекен студентсене илес пулсан – вĕсене профессире кирлĕ акӑлчан чӗлхине вĕрентеççĕ) тӗрлӗ интернет ресурсĕсенчен, социаллӑ тетельсенчен илнӗ, ҫавӑн пекех çын хайланă ăс-хакăл инструменчӗсемпе хатĕрленĕ материалсене кулленхи практикӑна хастар кӗртеҫҫӗ. Автор профессире кирлĕ акӑлчан чӗлхи занятийӗсенче пулас карап механикӗсен професси компетенцийӗсене йӗркелес тӗллевпе ҫакӑн пек ресурссемпе усӑ курнин опычӗпе паллаштарать.
- Тӗп сӑмахсем:
- професси компетенцийĕсем, професси хатĕрлĕхне лайăхлатасси, професси ĕç-хĕлĕ, ятарлă тĕллев валли кирлĕ акăлчан чĕлхи, профессире кирлĕ акăлчан чĕлхи
-
5–9-мӗш классенче вӗренекенсен вулавçă пӗлӳлĕхне йӗркелессине педагогика ыйтӑвӗ пек хакланин тупсӑмӗ, тытӑмӗ тата диагностики
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Жданович Юлия Евгеньевна
- рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра 5–9-мӗш классенче вӗренекенсен вулавçă пӗлӳлĕхне хальхи вӗрентӳ задачисен контекстӗнче йӗркелес ыйтӑва пӑхса тухнă. Пирĕн ĕҫре вулавçă пӗлӳлӗхӗ тени ăнланса-тăнласа вуланă вăхăтра пурнӑҫланакан тата ҫыннӑн сăлтав-туртăм (мотиваци), информаци, практика тата эмпати компоненчĕсенчен тăракан интегративлӑ пахалӑхне пӗлтерет. Ҫӳлерех асăннă компонентсене пӗр вӑхӑтрах аталантарма май паракан тĕп педагогика хатӗрӗ вырӑнне аналитика меслечӗсемпе усӑ курма сӗннӗ. Аналитика меслечӗсемпе усӑ курни текстӑн пӗлтерӗш тишкерӗвне тарӑнлатма тата пӗрлӗхлӗ педагогика технологине йĕркелеме май парать. Вӗренекенсен вулавçă пӗлӳлĕхĕ мĕнлерех йӗркеленнине хакламалли шайсенчен (пысăк, вӑтам, пĕчĕк) тата критерисенчен тăракан илсе панă критерипе диагностика аппарачӗ тӗп шкулта вӗренекенсен анлă сарăлнӑ йывӑрлӑхӗсене тупса палӑртма май парать, ҫакӑ малашнехи тӗллевлӗ коррекци ӗҫне пуçарма хистет. Статьяра ҫул ӳсӗмӗсем тӑрӑх уйрӑлса тӑракан (5–6-мĕш, 7–8-мĕш тата 9–мĕш классем), текст семантизацийӗ ытларах пулнине тата вӗренекенсенчен чылайӑшӗн аналитика ӗҫӗнче эмпати компоненчӗ начар аталаннине кӑтартакан экспериментӑн констатаци (палӑрту) тапхӑрӗн пĕтĕмлетĕвĕсене илсе кӑтартнӑ, ҫакӑ аналитика ӗҫне педагогика технологийӗ пек усă курмалли сӑлтав пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Ҫӗмӗрле хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан виҫӗ организацин 5–9-мӗш классенче вӗренекен 314 ачи (эксперимент ушкӑнӗнче –156, тӗрӗслев ушкӑнӗнче – 158) тӗпчевӗн эмпирика базине йӗркеленӗ. Эксперимент вĕçĕнче палăртнă кӑтартусене тӗпе хурса вӗренӳпе воспитани процесне йӗркелемелли модельсене занятисемпе класс тулашӗнчи мероприятисене ирттерме аналитика тата пултарулӑх мелӗсен компоненчӗсемпе хатӗрлеме май пурри пирки пӗтӗмлетӳ тума пулать.
- Тӗп сӑмахсем:
- вулавçă пĕлӳлĕхĕ, вулавçă пĕлӳлĕхне йĕркелени, 5–9-мĕш классен вĕренекенĕсем, вулавçă пĕлӳлĕхĕ тытăмĕн компоненчĕсем, педагогика диагностики, аналитика меслечĕсем
-
Ăслăлăх, вĕренӳ тата производство комплексĕнче пулас специалистăн ăслăлăх тĕпчев компетенцине аталантаракан технологи
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Веселова Снежана Александровна
- рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяра пысӑк технологиллӗ ăслăлăх предприятийĕ валли хатĕрлекен специалистӑн наука тӗпчев компетентлӑхне аталантармалли технологин инновациллӗ механизмӗсене шырас ыйтӑва тӗпченӗ. Ăслăлăх тӗпчев компетентлӑхне аталантармалли лару-тăрăва кура улшăнакан, вырăнлă педагогика технологине мĕншĕн суйланине ăнлантарса панă. «Лару-тăрăва кура улшăнакан» технологин тӗп характеристикисене, унӑн алгоритмланă «пиçĕ» мелсенчен уйрăлса тăракан енĕсене тишкерсе тухнӑ теори мелӗсемпе педагогика технологийӗсен классификацийӗсене, ҫавӑн пекех ăслăлăха кирлĕ отрасльсен кадрĕсене хатĕрлемелли спецификăна шута илсе уçса панă. Техника вузĕн интегративлă полисубъектлă ăслăлăх, вĕренӳ тата производство талккăшӗнче (ĂВПТ) пурнăçланакан авторăн педагогика технологине кăтартнă. Тӗп динамикӑллӑ модельлӗ технологи архитектурине сӗннӗ, унӑн структура компоненчӗсене туса хатӗрленӗ тата никӗсленӗ, пурнӑҫа кӗртмелли тапхӑрсене тата педагогика условийӗсене палӑртнӑ. Харпӑр хӑй тӗллевлӗ тата компетентлӑ мелсен принципӗсем ҫинче никӗсленекен лару-тăрăва кура улшăнакан педагогика технологийӗ студентӑн ăслăлăх тӗпчев опытне тата тӗпчев автономине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн ӳстерсе пырса репродуктивлӑ вӗренӳпе тӗпчев заданийӗсенчен пуҫласа ăслăлăх тӗпчев проекчӗсене тĕрлĕ дисциплинӑра вăй хуракан çынсенчен тăракан профессиллӗ командӑсен йышӗнче туллин хутшӑнасси тата пысӑк технологиллӗ ăслăлăх предприятийĕн чӑн производство задачисене пурнӑҫласси урлӑ ăслăлăх тӗпчев компетентлӑхне ҫине-ҫинех аталантарма май панине кӑтартса панӑ.
- Тӗп сӑмахсем:
- ăслăлăх, ăслăлăх тĕпчев компетенцийĕ, динамикăллă педагогика моделĕ, тапхăрлă-тапхăрлă педагогика технологийĕ, пысӑк технологиллӗ ăслăлăх предприятийĕ, интегративлă талккăш, вĕренÿ тата производство комплексĕ
-
Вӑйӑ элеменчĕсене хушнине тата бизнес модельне йĕркелесе вылянине цифра саманинчи аслӑ шкул студенчӗсен экономика шухӑшлавне йӗркелемелли нумай енлĕ меслет пек усă курни
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Комарова Оксана Михайловна
- рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Статьяна вӑйӑ элеменчĕсене хушнин (геймификацин) тата бизнес модельне йĕркелесе вылянин (симуляциленин) синтезӗн дидактика тухӑҫлӑхне ӳстерес тĕллевне пурнӑҫлас, ҫавӑн пекех ӑна аслӑ шкулсен вӗренӳ программисене тата корпоративлӑ вӗрентӳ системине цифра саманинче экономика шухӑшлавне йӗркелемелли хальхи мел пек кӗртес ыйтусене халалланӑ. Цифра трансформацийӗпе тĕрлĕ дисциплинӑсен пĕрлехи тӗпчевĕсен контекстӗнче классикӑлла тата неоклассикӑлла шкулсен постулачӗсем ҫинче никӗсленнӗ йӑлана кӗнӗ «экономика шухӑшлавӗ» ӑнлава чылай вӑхӑт усă курнă вӗрентӳ меслечӗсем урлă сарнă. Хальхи экономика условийӗсенче экономика ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнакан çыннӑн теори пӗлӗвне, комплекслӑ хӑнӑхӑвӗсене тата харпӑр пахалӑхӗсене йӗркеленӗ чухне вӗсем çителĕксĕр, вăйсăр пулни тата юрӑхсӑра тухни курăнать. Хальхи цифра бизнес хутлӑхӗ рынок ĕçне хутшăнма хатĕрленекенсенчен аналитикӑпа управлени енӗпе компетенцисем, ҫавӑн пекех тӗп ИКТ тата цифра инструментарийӗпе тухӑҫлӑ усӑ курмалли хӑнӑхусене алла илме ыйтать. Унсӑр пуҫне тухӑҫлӑ коммуникаципе коллабораци йӗркелеме пӗлни, ҫавӑн пекех уҫӑмсӑрлӑх вăхăтĕнче йышӑнусем тума хатӗр пулни кирлӗ. Ҫак лару-тӑру пурнăçланă тӗпчевӗн актуаллӑхне палӑртать, унӑн тӗллевӗ - вӑйӑ механикисем (геймификаци) тата имитаци моделированийӗ (бизнес симуляцийĕ) ҫинче никӗсленнӗ нумай енлĕ (интерактивлӑ) меслетсен вӑй-хӑватне хакласси тата тухӑҫлӑхне ҫирӗплетесси, аслӑ шкулӑн вӗренӳ процесӗнче экономика шухӑшлавӗн тытӑмлӑ компоненчӗсене аталантарасси пулать. Статьяра теори мелӗсене танлаштаруллӑ тишкернин результачӗсене, меслетлĕх никӗсӗсене пӑхса тухнине тата вӑйӑ механизмӗсемпе модулӗсене вӗренӳ тата корпоративлӑ вӗрентӳ системисене интеграцилемелли моделе ӗҫе кӗртмелли практика кейсӗсене ҫырса кӑтартнӑ. Интерактивлӑ меслетсем ĕçе хăвăртрах хăнăхма пулăшнине кӑна мар, вӗренекенсен когнитивлӑ моделӗсемпе ӗненӗвӗсене тĕпрен улӑштарнине, практика экономикин шухӑшлавне йӗркеленине кӑтартса панӑ. Патшалӑх гуманитарипе технологи университечӗн (математика, физика тата экономика факультечӗ, «Менеджмент» направленийĕ) никӗсӗнче ирттернĕ педагогика эксперименчӗн эмпирикӑлла даннӑйӗсем тӗпчекен компонентсен статистика тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ ӳсӗмне ҫирӗплетеҫҫӗ.
- Тӗп сӑмахсем:
- вӑйӑ элеменчĕсене хушни, бизнес модельне йĕркелесе выляни, экономика шухӑшлавӗ, интерактивлӑ вӗрентӳ меслечӗсем, тыткаларӑшран килекен экономика
-
Электроэнергетика профилĕнчи студентсен акăлчанла калаçас хăнăхăвне аталантарнă чухнехи професси лару-тăрăвне имитацилесе модельлени
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Дмитриева Елена Викторовна
- рубрика:
- Педагогика тата хальхи вĕренӳ
- Аннотаци:
- Ĕçĕн актуаллăхĕ – пулас энергетика инженерĕсем тĕрлĕ оборудованипе ĕçленĕ, инструктаж ирттернĕ, тĕнчери проектсене хутшăннă чухне тата техника регламенчĕсене сӳтсе явнă чухне тĕл пулакан коммуникаци задачисемпе вĕренӳри ют чĕлхепе çыхăннă ĕç-хĕл хушшинчи уйрăмлăха пĕтермелли тивĕçрен килет. Тĕпчевĕн тĕллевĕ – электроэнергетика профилĕнчи студентсен акăлчанла калаçас хăнăхăвне аталантарма профессиллĕ ситуацисене имитацилесе модельлес меслетне теори тĕлĕшĕнчен никĕслесе, хатĕрлесе тата эксперимент ирттерсе тĕрĕслесе палăртни. Профессиллĕ хутшăнусен типлĕ сценарийĕсем тĕпчев материалĕ пулнă, вĕсене отрасль докуменчĕсенчен тата видео çыравĕсенчен тĕпчесе суйласа илнĕ. Тĕп меслетсем: педагогика модельлевĕ, форма йĕркелекен эксперимент, анкета ыйтăмĕсем, калаçу ăсталăхне хăвăртлăх, çăмăллăх, терминологи тĕрĕслĕхĕ тата прагматика килĕшӳллĕхĕ тĕлĕшĕнчен экспертсем хаклани, çаплах Стьюдентăн t-критерине (t-критерий Стьюдента) усă курса статистика даннăйĕсене тишкерсе пĕтĕмлетни. Хатĕрленĕ меслет виçĕ тапхăртан тăрать: хутшăну (коммуникаци) умĕнхи хатĕрленӳ, ушкăнпа нормативлă мар ситуацисене имитацилени тата пурнăçланă ĕçсене рефлексиллĕ тĕпчени. Эксперимент бакалавриат ушкăнĕсенче икĕ семестр тăршшĕ иртнĕ. Пĕтĕмлетӳсем калаçу çыхăнăвĕн, терминологие тĕрĕс усă курнин тата хăвăрт аргументлă сăмах калама пултарнин статистикăшăн пĕлтерĕшлĕ ӳсĕмне кăтартрĕç. Пĕтĕмлетӳсем: ESP курсне имитаци модельлевне системăллă кĕртни калаçу хăнăхăвне лайăхлатать, мотивацие ӳстерет тата студентсене профессиллĕ харпăрлахне ăнланма пулăшать.
- Тӗп сӑмахсем:
- электроэнергетика, имитаци модельлевĕ, професси лару-тăрăвĕ, сӑмах вӗҫҫӗн калаҫни, акăлчан чĕлхин ятарлă тĕллевĕ, инженери пӗлӗвӗ, коммуникативлă компетенци, профессие тӗллевлӗ вӗрентни, пулас энергетика инженерĕсем, йӗркелекен эксперимент
-
Пĕрремĕш курсра вĕренекен психологсен вĕренӳпе професси туртăмĕсем
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Чемет Елена Васильевна, Медина Бракамонте Наталья Анатольевна
- рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Ку ĕçре тĕрлĕ социокультура талккăшĕнче пурăнакан тата вĕренекен «Психологи» специальноçне алла илекен пĕрремĕш курс студенчĕсен вĕренӳпе професси туртăмĕсене тишкернĕ. Ҫак тӗпчев пӗрремӗш курсра вӗренекен студентсен вӗренӳпе професси туртăмĕсене йӗркелес ӗҫе тулашри условисем мӗнле витӗм кӳнине тӗпчемеллипе ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен ҫак процесс ӗҫ рынокӗпе хальхи самана ыйтӑвӗсене квалификациллӗ хатӗр специалистсене хатӗрлес ӗҫре пысăк пӗлтерӗшлӗ. Самодетерминаци (ҫын ниме пăхмасăр хӑйӗн тыткаларӑшне, тӗллевӗсене, ӗҫ мелӗсене хӑй палӑртма пултарни) теорийĕпе килĕшӳллĕн, професси туртăмĕсене улăштаракан тĕп сăлтавсем шутне социаллă çыхăну, вĕренӳ талккăшĕ тата ĕçлев опычĕ кĕреççĕ. А. Н. Леонтьевпа Е. П. Ильинăн сăлтавсен (туртăмсен) теорийĕ, Дж. Аткинсонăн ҫитӗнӳ сăлтавĕсен теорийӗ, А. Маслоун сăлтавлăх теорийĕ тата хальхи ăслăлăх ĕçĕсен çитĕнĕвĕсем тĕпчевĕн меслетлĕх никĕсне йĕркелеççĕ. Пӗрремӗш курсра вӗренекенсен сӑлтавӗсене пĕлес тӗллевлӗ тӗпчеве Мариупольтен 88 тата Санкт-Петербургран 76 вӗренекен хутшӑннӑ. Тӗпчев кӑтартӑвӗсене пĕтĕмлетме пахалӑх тата шут меслечĕсемпе усӑ курнӑ, тĕслĕхрен, Колмогоров-Смирнов коэффициентне тата Манн-Уитни U-критерине шутланă. Тĕрлĕ регионта психолога вĕренекен пĕрремĕш курс студенчĕсен вĕренӳ сăлтавĕсенче статистика тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑхсем палӑрнӑ. Мариуполь студенчĕсем хушшинче пултарулăх тĕлĕшĕнчен палăрас тата профессие алла илес сăлтавсем (туртăмсем) малти вырăнсенче тăраççĕ, престиж, чап-сум сăлтавĕ вара палăрман. Санкт-Петербург студенчĕсен вара пĕрремĕш вырăнта – професси тата общество сăлтавĕсем, пултарулăхра палăрас тата вĕренес, ытларах пĕлес сăлтавсем палăрсах каймаççĕ. Ҫакӑ малашне аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен преподавателӗсем валли вӗренӳ процесне йӗркелемелли сӗнӳсем хатӗрлеме май парӗ. Вĕсене пулас специалистсен вӗренес тата профессие алла илес сăлтавĕсене аталантарма тата вӗренӳ содержанине проектланӑ тата вӗренӳ процесне сăнаса пынă чухне шута илме май пулĕ.
- Тӗп сӑмахсем:
- личность, сăлтавлăх, сăлтав, хальхи условисем, çапăçу, професси ĕçĕ, пулас психологсем
-
Студентсен вӗренӳ талккӑшӗнче çын хайланă интеллект шанăвӗне палӑртакан факторсем: психологи, тыткаларăш тата социаллӑ демографи енĕсем
Ăслăлăх статйи
Вĕренӳ аталанăвĕ Том 9 № 3- Автор:
- Яхудина Татьяна Семеновна
- рубрика:
- Вӗренӳре усă куракан психологи
- Аннотаци:
- Аслӑ пӗлӗве цифрăлани вӗренӳ хутшӑнӑвӗн йӑлана кĕнĕ йĕркине улӑштарать. Вӗренӳ инструменчӗсем сарӑлнӑ май студентсен шанчăклăх, яваплӑх, хӑй тӗллӗнлĕх тата психологи тĕлĕшĕнчен интеллект цифра системисене усӑ курма хатӗрлӗх ыйтӑвӗсем пӗлтерӗшлӗрех те пĕлтерĕшлĕрех пулса пыраҫҫӗ. Статьян тӗллевӗ – хальхи вӗренӳ талккӑшӗнче унӑн уйрăмлăхне палӑртакан факторсене тӗпчесе студентсен çын хайланă интеллекта (ИИ) шаннин ӑслӑлӑх проблемине уҫса пани. Комплекслӑ онлайн тӗпчевӗн даннӑйӗсем тӗпчевӗн эмпирика никӗсӗ пулса тӑчӗҫ, унта 17-36 ҫулсенчи Раҫҫей вузӗсен 171 студенчӗ хутшӑннӑ. Эмпирика даннӑйӗсене пухма психодиагностикăн комплекслă методикисене усӑ курнӑ, вӗсен шутне авторӑн цифра опычӗн анкети, цифра компетенцийӗн индексӗ, ИИ технологийӗсемпе усӑ кураканӑн вĕсене мĕнлерех хакланине палăртма пулăшакан ыйтăм, генерализациленӗ шанӑҫ шкали, ҫамрӑксен виртуаллă талккӑша шаннин шайне палăртакан ыйтăм, «Виртуаллӑ хутлӑхра ҫынна юрӑхсӑр пӑхӑнтарнин шайӗ тата тӗсӗсем» ыйтӑмӗ тата çын кибервиктимизациленӗвӗн шайне кăтартакан шкала кӗнӗ. Студентсен çын хайланă интеллекта шанни ытларах условлӑ пулнине палӑртнӑ: респондентсенчен чылайӑшӗ шанупа шанманлӑх хушшинчи вырăна йышăнаççĕ. Интеграллӑ цифра компетентлӑхӗ çын хайланă интеллекта шаннин ертсе пыракан факторӗ пек палӑрмасть; çын хайланă интеллект хӑрушлӑхӗсемпе май пур чарусене йышӑнни, цифра хутлӑхне шанни, цифра инструменчӗсемпе усӑ курнин опычӗ тата çын хайланă интеллект хуравӗсене тӗрӗслемелли практика пӗлтерӗшлӗрех иккен. Студентсен арлăхĕ (хĕр е каччă пулни) çын хайланă интеллекта йышăннă-хакланă чух пĕлтерĕшлĕ мар.
- Тӗп сӑмахсем:
- студентсем, вӗренӳ талккӑшӗ, çын хайланă интеллект, çын хайланă интеллекта шанни, цифра компетенцийӗ, хӑрушлӑха йышӑнни, тыткаларӑш факторӗсем, цифрӑллӑ вӗренӳ субъектлӑхӗ