Вӗренӳ аталанӑвӗ
Razvitie obrazovaniya
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
ISSN 2619-1466 (print)
ISSN 2618-8910 (online)
  • Регистрация
  • Вход
  • Чув
    • English
    • Русский
    • Чăваш чĕлхи
Чув
  • English
  • Русский
  • Чăваш чĕлхи
  • Журнал
    • О журнале
    • Архив номеров
    • Редакционная коллегия
    • Этика научных публикаций
    • Индексирование и реферирование
    • Политика журнала
    • Публичная оферта
  • Для авторов
    • Инструкция для авторов
    • Требования к оформлению
    • Процесс рецензирования
  • Оплата
    • Стоимость публикации
    • Расчёт стоимости
    • Способы оплаты
    • Условия оплаты
  • О нас
    • Контакты
    • Реквизиты
  • Издательство
Регистрация Вход
  1. Главная
  2. Журнал «Развитие образования»
  3. Выпуск 3
  • Вӗренӗве цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсем тата хӑрушлӑхӗ

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Ребко Ольга Васильевна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ – вӗренӗве цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсемпе хӑрушлӑхне тишкересси. Промышленноҫăн тăваттăмĕш революцийӗн условийӗсенче экономикӑна ҫӗнӗ компетенциллӗ профессионалсем питӗ кирлӗ. Сӑмахран, пысӑк калăпăшлă даннӑйсене тӗпе хурса йышӑнусем тума, уҫӑмсӑр лару-тӑрура ӗҫлеме, информацие тишкерме тата тиркевлĕн, суйлавлăн пăхса йышăнма пĕлни пӗрремӗш вырӑна тухса тăрать. Хальхи сотрудникăн ҫӗнӗ шухӑшлава, этикăна, ҫыхӑну тытӑмне ӑнланма пĕлмелле, цифра культурипе цифра тĕнчине лайăх ăнланас ĕçĕ йĕркелесе аталантарма пĕлмелле. Ун пек специалистсене хатӗрлесси вӗренӗвӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ пулса тӑрать. Асӑннӑ ӗҫӗн меслечӗ – хальхи тӗпчевсене тишкерни. Вăл педагогсене хӑйсене те ҫӗнӗ экономика чăнлăхĕн условийӗсенче професси тивӗҫӗсене тухӑҫлӑ пурнӑҫлама май паракан хатĕрсем кирлӗ пулнине кӑтартса пачӗ. Цифрăласа улăштарнă чух тĕл пулакан хӑрушлӑхсемпе çивĕч ыйтусен тӗп ушкӑнӗсене тӗпе хурса эпир педагогсен цифра компетенцийӗсен стандартизациленӗ моделӗ пурри учительсемпе преподавательсемшӗн шанчӑклӑ тӗрек пулма пултарать тесе пĕтĕмлетÿ тӑватпӑр. Ҫакăн пек моделе аслӑ шкулсен вӗренӳ программисене кӗртни тата квалификацине ӳстермелли программӑсене ӗҫе кӗртни цифрăласа улăштарнин тĕп ыйтăвĕсемпе килӗшӳллӗ педагогсене професси тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра хатӗрлеме май парать.
    Тӗп сӑмахсем:
    промышленноҫăн тăваттăмĕш революцийӗ, цифрӑлани, вӗренӗве цифрăласа улăштарни, цифра культури, цифра компетенцийӗсем, цифра компетенцийӗсен моделӗ, педагогсене професси тĕлĕшĕнчен хатӗрлени
    Перейти 
  • Илемлĕ хайлавăн вĕренӳ талккăшĕнче палăракан илемлĕх тата этеплĕх пĕлтерĕшĕ

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Мышкина Альбина Федоровна, Ядранская Инесса Владимировна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Статьяра илемлĕ литературăн вĕренӳре тата ăс парура мĕнле вырăн йышăннине пăхса тухнă. Авторсем литературăн вĕренӳшĕн (тĕрĕсрех каласан вĕренÿ талккăшĕшĕн) чи пĕлтерĕшлĕ функцийĕсене пăхса тухнă. Чăваш çыравçисен тулли мар вăтам тата вăтам шкул программине кĕртнĕ хăш-пĕр хайлавне тишкернĕ. Ку статьяра илемлĕ литературăна литература ăслăхĕпе критика объекчĕ пек кăна мар, халăх культурин çын туйăмĕпе кăмăлне витĕм кÿрекен пулăм пек те пăхса тухнă. Ку тĕпчевшĕн тĕп вырăна ăнлантару, танлаштару, пĕтĕмлетӳ мелĕсенчен тăракан сăнлав меслечĕ йышăнать. Ирттернĕ тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕнче сăмах пултарулăхĕ яланах çыравçăпа халăхăн тавра курăмне тата туйăмне кăтартать тенĕ. Ĕçĕн тепĕр пайĕнче илемлĕ хайлава епле ăнланмаллине уçса панă, ăна илемлĕхĕн ку е вăл правилăна пăхăнса тăракан мĕнле те пулин пĕчĕк тĕнчи витĕр курма май паракан вăйĕ тесе пĕтĕмлетнĕ. Шăп çакна пула литература хайлавне çыравçăн шухăшласа кăларăвĕ тата фантазийĕ тесе шутлаççĕ. Çав вăхăтрах хайлав авторĕ пурнăçăн ку е вăл лару-тăрăвне чăннăн кăларса тăратать.
    Тӗп сӑмахсем:
    илемлĕх пуянлăхĕн енĕсем, илемлĕх (эстетика), илемлĕ литература, вĕренÿ талккăшĕ (вĕренÿ хутлăхĕ), литература тăвакан ĕç (литература функцийĕ)
    Перейти 
  • Вĕренӳ пурнăç хăвăрт улшăннă тапхăрта педагогăн професси пултараслăхне тата харпăрлăх хăватне тупса палăртасси

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Лукьянова Маргарита Ивановна, Данилов Данилов Вячеславович, Шустова Любовь Порфирьевна
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Кÿртĕм. Статьяра учителĕн Раççей обществин индустриализаци хыççăнхи пурнăç улшăннă вăхăчĕшĕн тата пысăк вăй илнĕ тапхăрĕшĕн кăтартуллă миссине тупса палартнă. Авторсем хăйсен тимлĕхне пуласлăх валли учитель хатĕрлесси çине уăраççĕ. Ку ĕç, авторсен шухăшĕпе, общество пурнăçĕнчен тата Раççей вĕренÿ системин аталану çул-йĕрĕнчен килет. Тĕпчевĕн паян куншăн пĕлтерĕшлĕхĕ. Педагогăн професси пултарасăхĕпе харпăрлăх хăвачĕ çинчен тата ăсталăха ÿстересси çинчен пухнă ăслăлăх пĕлĕвĕ хальхи вăхăтра тулли тесе калама çук. Çакăнтан тĕпчев тĕллевĕ тухса тăрать: педагогăн професси пултараслăхне унăн харпăрлăх хăватне аталантарас контекстра тупмалла. Тĕпчевĕн материалĕ тата меслечĕ: ĕçре теори енчен расна меслетпе усă курнă (философи, психологи тата педагогика литературине тишкерни), ĕлкелев (моделировани), педагогика енчен хушма професси паракан учрежденин опытне пĕтĕмлетни; кĕрет пулăма тата япалана тĕпчекен меслет (педагогсен пултараслăхĕпе харпăрлăх хăватне психологи диагностики туни, учительсем пурнăç тата вĕренÿ хăвăрт улшăннă тапхăрта хăйсен професси пултараслăхне тата харпăрлăх хăватне ÿстерме хатĕр пулнине тупса палартни). Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тата ăна сÿтсе явни. Авторсем педагогăн професси пултараслăхĕпе харпăрлăх хăвачĕн ĕлкине (модельне), çак пахалăх енĕсене тĕпчемелли ку е вăл диагностика меслетне сĕнеççĕ. Педагогăн професси пултараслăхĕпе харпăрлăх хăватне ÿстерме май паракан хушма вĕренÿ лару-тăрăвне хаклаççĕ. Учитель умне тăратнă хальхи требованисене шута илсе авторсем педагогика ĕçченĕсен квалификацине ÿстеремелле тата урăх специальноçа вĕрентмелле тесе ĕнентереççĕ. Çак енĕпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Ульяновск педагогика университечĕ мĕнле ĕçленине кăтартса панă. Пĕтĕмлетÿ. Тĕпчевĕн результачĕсемпе хушма вĕренÿ йĕркелемелли, педагог карьерине тумалли, квалификацине ÿçтермелли тата профессине улăштармалли программăсем тунă условире педагогсен професси пултараслăхĕпе харпăрлăх хăватне ÿстерессипе ĕçлене май усă курма пулать.
    Тӗп сӑмахсем:
    пурнăçăн хăвăрт улшăнăвĕ, вĕренÿ урăхланăвĕ, педагогăн професси пултараслăхĕ, харпăрлăх хăвачĕ, хушма професси вĕренĕвĕ, педагогăн малашлăх карьери
    Перейти 
  • Эфиопире акӑлчан чӗлхин грамматикине вӗрентес ĕç çине дифференциациленӗ вӗренӳ практики витӗм кÿнине тĕпчесси

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Мелка Йиргалем Гирма, Джатта Итало Берисо
    Рубрика:
    Педагогика тата хальхи вĕренӳ
    Аннотаци:
    Ҫак тӗпчев ĕçĕн тӗллевӗ – вӗренӳ практикинчи дифференциаци эффектне тӗпчесси, тĕрĕсрех каласан – шкул условийӗсенче хальхи лару-тӑрăва шута илсе Эфиопири вӗренӳ программине улшӑнусем кӗртесси шутланать. Тӗпчев меслечӗ – грамматикăна вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗн шайне ҫирӗплетме пулăшакан малтанах тӗрӗсленӗ квазиэкспериментлă тишкерӳ (тĕпчев объекчĕ çине тÿррĕн витĕм кÿмесĕр айккинчен сăнаса тунă пĕтĕмлетÿ) пулчӗ. Тĕпчевçĕ ятарласа хатĕрлемен 12 вӗренекенрен тӑракан икӗ класа суйласа илнĕ. Акăчан чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине кăтартакан грамматика тесчĕн результачӗсем тӑрӑх тивĕçлĕ даннӑйсем пухнӑ. Эксперимента юпа уйăхĕнчен пуçласа кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен 12 эрне тăршшĕ ирттернӗ. Эксперимент ирттерекен ушкăнра дифференциациленӗ майпа вӗрентмелли меслетсен шутне çаксене кĕртнĕ: ушкӑнсене ҫӗнетсе-улăштарса пыни, нумай шайлă заданисем пани, вӗренекен материал калăпăшне ÿстерни тата хăнăхтарусене çирĕплетни. Сăнав ушкăнĕсенче вӗренекенсен тӗрлӗ ыйтӑвӗсене тивӗҫтермен йӑлана кӗнӗ вӗренӳ меслечӗсемпе анчах усӑ курнӑ. Ҫак ушкăнсенче занятие чӗлхене алла илме тӗллев лартнă, анчах та базӑри вӗренӳ материалӗнче сӗннӗ хăнăхтарусене анчах пурнăçланă. Пуçтарнă даннӑйсене SPSS v. 24 программа пулӑшнипе анализ тунă. Пухнă даннӑйсем тӗрӗс пулнине çирĕплетсен эпир вӗсене пурне те экспериментен пулнă тата эсперимент хыççăн пухнă информацие пӑхӑнакан тата пӑхӑнман t-критери тӑрӑх эксперимент турӑмӑр. Тӗпчев результачӗсем эксперимент ирттерекен ушкӑнӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӗрӗслев ушкӑнӗн результачӗсенчен чылай уйрӑлса тӑнине кӑтартса пачӗҫ. Эксперимент ирттерекен ушкăнри результатсен тишкерĕвĕ пире экспериментченхи кăтартусем эксперимент хыççăнхи результатсенчен япӑхрах пулнине ҫирӗплетсе пачĕç. Пӑхӑнакан тата пӑхӑнман t-критерисем виҫеллӗ те ăнăçлă хак параҫҫӗ. Эксперимент иртекен ушкăнри занятисен эффектне тишкерни акӑлчан грамматикине вӗренекенсем лайăхрах алла илнине кӑтартрӗ. Асӑннӑ результатсене тӗпе хурса вӗренекенсен результачӗсем лайӑхланни пирки пӗтӗмлетӳ тума пулать. Ҫапла вара, пирĕн тĕпчев шкулсен вӗренӳ планне тӗрлӗ енлĕ хăнăхтарусем кĕртни вӗренекенсен кӑтартӑвӗсене лайӑхлатма пулăшнине кӑтартса пачӗ.
    Тӗп сӑмахсем:
    вӗренӳ программи, дифференциациленӗ вӗренӳ практики, универсаллӑ майсем, акӑлчан грамматики, акӑлчан грамматикине вӗрентес ĕçри ҫитӗнӳсем
    Перейти 
  • Сăлтавласа вĕрентни (мотиваци) – вӗренӳ процесӗн тухӑҫлӑхне ӳстермелли меслет (кăркăс чӗлхи тӗслӗхӗ тăрăх)

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Курманбаева Гулнара Абдылдаевна
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Вӗренӳре мотивацие ӳстерес ыйту кирек мӗнле предметра та вырăнлă. Сăлтавласа вĕрентни – кирек мӗнле вӗренӳ ӗҫӗн тухӑҫлӑхне те ӳстермелли мел, çакна кăркăс чӗлхине вӗреннĕ чухне те асăрхама пулать. Ҫак ӗҫре кăркăс чӗлхине вӗреннӗ чухне мотивацие ӳстермелли тӗрлӗ майсене, мелсене тата меслетсене пӑхса тухнӑ. Палӑртнӑ темӑпа çыхăннă литературӑна тишкерни тӗпчев меслечӗ пулса тӑчӗ. Студентсен тӗллевӗсене тата вĕсем мӗнпе кăсăкланнине шута илсе, вӗсене харпăр тĕнче куравĕн элеменчĕ вырӑнне хурса, преподавательсем мотиваци ҫине кĕретсĕррĕн витӗм кӳме, кирлӗ условисем туса пама пултарнине ӑнланмалла. Апла пулсан пирĕн статья ҫак çирĕплетĕве шута илсе чӗлхене алла илекен ҫынсене, вӗренӳ тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе, кăркăс чӗлхине вӗренмелли сӑлтавсене хӑйсем тӗллӗнех ӳстерме пултаракан майсене палӑртма пулăшать. Ҫакна тума хӑйсен тӗллевӗсене хӑйсем тӗллӗнех тӗрӗс йӗркелеме май паракан тӗп правилӑсене илсе патăмăр. Тӗрӗс йӗркеленӗ тӗллев сăлтавлăха, мотивацие малалла аталантармалли, ҫавӑн пекех кирек мӗнле ӗҫе те алла илмелли никӗс пулса тăрать. Тӗпчеве тӗпе хурса вӗренӳ процесӗ вӑхӑтӗнче кӑмӑлпа хастарлӑх вырăнлăхĕ ҫинчен пĕтĕмлетÿ тума пулать.
    Тӗп сӑмахсем:
    сăлтавлăх, мотиваци, ӳстерни, вӗренӳ ӗҫӗ, вӗренӳ, процесс вӗрентӳ
    Перейти 
  • Хутшăну тренингĕ ют чĕлхе вĕреннĕ чухне психологи чăрмавне çĕнтермелли меслет пулни

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Сорокоумова Галина Вениаминовна, Ямщикова Юлия Александровна
    Рубрика:
    Вӗренӳре усă куракан психологи
    Аннотаци:
    Кÿртĕм. Статьяра вăтам шкул ачисен ют чĕлхе вĕреннĕ чухне тĕл пулакан психологи чăрмавне, ăна сирсе яма вĕрентмелли хальхи меслетсене пăхса тухнă. Кунсăр пуçне статьяра ют чĕлхе вĕреннĕ чухне психологи чăрмавĕнчен хутшăну тренингĕпе хăтăлмалли майсене тĕпченин результачĕсене тишкернĕ. Шкул ачисем ют чĕлхе вĕреннĕ май тĕл пулакан психологи чăрмавне малтанах хирĕç тăма тата ăна парăнтарма пулăшакан ку е вăл сĕнÿ панă. Литературăна пăхса тухни. Статьяра ют чĕлхе вĕреннĕ май сиксе тухакан ку е вăл чăрмава ăнлантармалли меслетсене теори енчен тишкернĕ. Уйрăм тимлĕх Стивен Крашенăн туйăм çурăлăвĕн (аффект) тухăçлă фильтрĕсене уйăрнă: шанчăклăха, сăлтава тата шикленĕве. Кунсăр пуçне ачасем ют чĕлхе вĕренекенсен психологи чăрмавĕ мĕншĕн сиксе тухнине пăхса тухнă. Тĕпчев меслечĕсем. Тĕпчевĕн констатаци тата тĕрĕслев тапхăрĕсенче эпир Чĕлхе психологийĕ центрĕн «Чĕлхе чăрмавĕсем» меслечĕпе усă куртăмăр. Меслетĕн тĕллевĕ: ачасем ют чĕлхе вĕреннĕ чух тĕл пулакан психологи чăрмавĕн хăйне майлăхне палăртасси. Ĕçĕн тĕп пайĕнче шкул ачисен психологи чăрмавне сирсе яма вĕренĕве хутшăну тренингĕ кĕртме сĕннĕ. Тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Тĕпчевĕн констатаци тапхăрне тишкерни пире ак епле пĕтĕмлетÿ тума май пачĕ: вĕренекен ачасен чăрмава ытла пысăклатса, ют чĕлхене алла илме май çукла туяççĕ. Предложенин пĕлтерĕшне час-часах ăнланмаççĕ, калаçура ют чĕлхепе усă курма хăюлăх çитереймеççĕ. Т. ыт. те. Ют чĕлхе шайĕнче хутшăну тренингĕпе, вăйă технологийĕсемпе усă курни аффект фильтрĕсенчен кашнинпе (шикланÿпе, сăлтавпа, шанчăклăхпа) кăтартусене ÿстерме, психологи чăрмавне пĕчĕклетме, йывăрлăхсенчен хăраслăха чакарма тата шкул ачисене «акăлчан чĕлхи» предмета хисеплеме, ăна вĕренес кăмăлне кашни хăй тĕллĕн шухăшласа-пуплесе çĕклеме май пачĕ. Пĕтĕмлетÿ. Тĕпчевĕн резултачĕ çакнашкал пĕтĕмлетме май пачĕ. Ют чĕлхе вĕреннĕ май тухса тăракан психологи йăвăрлăхĕпе чăрмавне çĕнтерме хутшăну тренингĕпе вăйă технологийĕсем тухăçлă меслетсем пулса тăраççĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    психологи чăрмавĕ, туйăм çурăлăвĕн (аффект) фильтрĕ, ют чĕлхе вĕренни, хутшăну тренингĕ
    Перейти 
  • Студентсен наци хутшăнăвĕсене йĕркеленин опычĕ

    Обзорная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Добрынина Наталья Николаевна, Барашкова Ольга Германовна
    Рубрика:
    Практика
    Аннотаци:
    Статьяра ‒ вĕренекен çамрăк çын йышĕнче наци хутшăнăвĕсен культурине епле йĕркеленин ырă опытне уçса панă. Тĕпчевĕн материалĕ тата меслечĕ студентсен пурнăçне наци туслăхĕн йăлапа пыракан нумай нациллĕ культурине тăвас тата нацисем хушшинче туслăх майлас тĕллевпе ĕçленинчен илнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Кунсăр пуçне нацисемпе йăх-ăру пирки студентсен ăс-тăнĕ епле аталаннине кăтартакан талккăша шута илнĕ. Тĕпчев результачĕсем тата вĕсене сÿтсе явни: вырăс чĕлхине хÿтĕлесе сыхлама май парассине мала лартнă мероприятисене уйăрса илнĕ. Вĕсен шутĕнче вырăс писателĕсемпе поэчĕсене халалланă лтература каçĕсене епле йĕркелесе ирттернине сăнанă. Статьяра авторсем волонтерсен ушкăнне епле йĕркеленин тĕслĕхне илсе кăтартнă. Вĕренекенсем Кострома хулинче ыр кăмăллăх акцийĕсене хастарлансах хутшăнаççĕ (социаллăх хÿтĕлевĕ çук çынсем валли сувенир парнесем хатĕрлеççĕ, парикмахер ĕçĕпе пулăшаççĕ, концертсем кăтартаççĕ). Тĕпчев çине таянса çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать: вĕренÿ организацийĕнче çамрăк çынсем ваттисене хисеплеме, наци тата тĕн енчен урăхла çынсене çывăха хума, пурнăçра хастарлă пулма, пулăшу пама, ытти çынсемпе хутшăну майласа яма пулăшкан проектсемпе мероприятисем пулса иртеççĕ.
    Тӗп сӑмахсем:
    культура, студент тавралăхĕ (хутлăхĕ), нацисем хушшинче аталанакан çыхăнăвăн килĕшÿлĕхĕ, мероприятисене ирттерни, наци йăли-йĕрки
    Перейти 
  • Ăс-хакăл вăй-хăвачĕпе усă курни: шатртан тытăнса тарăн нейрон АlphaZero серепе таран

    Научная статья
    Вĕренӳ аталанăвĕ Том 5 № 3
    Автор:
    Доглаев Арсланг Юрьевич
    Рубрика:
    Практика
    Аннотаци:
    Тăван халăх культурине вĕрентнĕ чухнехи системăн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ шутне çыннăн пултарулăхне тата ăсталăхне аталантарасси кĕрет. Çынна ăс-тăн енчен аталантармалли мел шахмат вăййи пулса тăрать. Статьян авторĕ калмăк шахмачĕн историне çырса панă, хальхи калмăк шахмат вăййисен тухăçлăхне кăтартнă, логикăллă шухăшлав аталанăвне, шухăшлавăн хăвăртлăхĕпе тĕрĕслĕхне шахмат вăййин тахçанхи тапхăрĕнчен пуçласа çын тунă интеллектсем ĕçлеме пуçличченхи тапхăр таран тишкернĕ. Кунсăр пуçне, ĕçре, шахмат вăййисене ирттерме халь усă куракан мелсене тата вĕсен тухăçлăхне тĕпченĕ. Ĕçĕн материалĕ тата меслечĕ тесе теори мелне (методика литературине тишкернине тата пĕтĕмлетÿ тунине) пăхмалла/ Тĕпчев результачĕ тата ăна сÿтсе явни: ĕçре ăмăрту результачĕсене тата ăмăртăва хутшăнакансене тишкернĕ. Экспериментăн юлашки кăтартăвĕсене илсе панă. Ирттернĕ тĕпчев тăрăх ак епле пĕтĕмлетÿ тума май пур: шахмат хăмипе çыннăн нумай енне аталантарма пулать – шутласа кăлараслăхне тата дисциплинăна пăхăнаслăхне, çыннăн пурнăçра кирлĕ ытти пахалăхне.
    Тӗп сӑмахсем:
    ăс-хакăл вăй-хăвачĕ, шахмат, нумай енлĕ хутшăну практики, çын шухăшласа тупнă ăс-тăн
    Перейти